Пӑтӑрмахсем
![]() Хула администрацийен пуҫлӑхӗн телеграм-каналӗнчи сӑн Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсем 20 сехет те 10 минутра сменӑна вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн хуралҫӑ кӑна юлнӑ. 20 сехет те 20 минутра вара пляжра хӗр путса вилнӗ. Вӑл Узбекистанран Шупашкара медицина факультетне вӗренме килнӗскер пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра 3 хӗр шыва кӗнӗ. Путса вилнин тусӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ишме пӗлмен. Студенткӑн виллине шывран паян ирхи 6 сехетре ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тепӗр ҫынсен алли питех те ҫӳлте. Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти вӑйпитти те ҫавӑн йышшисен ретӗнчен пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хайхи ен ҫемйинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Арҫын сӑмахпа калани ҫителӗксӗр тенӗ курӑнать — вӑйпа усӑ курас тенӗ. Ур а кайнӑ этем хӗрарӑма икӗ хутран кая мар хырӑмӗнчен тапнӑ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе хӗнемест ӗнтӗ — хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Усал арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе тӗпченӗ май кӳнтеленсемпе калаҫаҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналта илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта дача вӑрри ҫакланнӑ. Ют ҫын пурлӑхне ҫав ҫын ҫуркуннех иленнӗ-ха. Пӗри патне кӗрсе ҫаратнӑ, тепри патне. Вӗрен темле тӑсӑлсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ-и-ха?.. Юнашар вырнаҫнӑ пахча юлташлӑхӗсенчен полицие пурӗ 6 заявлени ҫитсе выртать. Вӗсем пурте вӑрра пула шар курнӑ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 44 ҫулти арҫын хӑйӗн дачине ҫитет те, ҫурта такам чӳречерен кӗнине ӑнланса илет. Дача ҫуртӗнчи телевизор ҫухалнӑ. Ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче 63 ҫулти арҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтать — унӑн дача ҫуртне ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана ватса такам кӗнӗ, бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑна йӑтса тухса кайнӑ. Вӑрлаканни унччен те ҫын пурлӑхне тытма юратнӑ 38 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна унччен темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Женя Крутова урамӗнче 16-мӗш ҫуртра 3-мӗш хутра пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара кил хуҫи ним сисмесӗр ҫывӑрнӑ. Тӗтӗм шӑршине кӳршисем сиснӗ те пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем килсен кил хуҫине ҫунакан хваттертен илсе тухнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Юрать, вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ ШӖМӗн Шупашкарти пайӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти полицейскисем Красноярскри хӗрарӑма тытса чарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман халӑх ушкӑнӗнче страница уҫнӑ. Унта вӑл хӗрарӑмсем валли тӗрлӗ тавар сутни ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Пӗлтерӳ тӑрӑх тавар туянас ӗмӗтлисем тупӑннӑ. Вӗсем укҫан пӗр пайне куҫарса панӑ. Анчах сутуҫӑ тавара ярса паман. Красноярск хӗрарӑмӗ ҫавӑн пек майпа 10 хутчен улталани паллӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ ытлалӑх. Йӗрке хуралҫисене вӑл ҫынсене улталанӑшӑн ӳкӗнетӗп, урӑх ун пек хӑтланмӑп тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче «Лада Веста» бензовозпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Лада Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса бензовоз ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 63-ри арҫын, 63 ҫулти хӗрарӑм тата 12 ҫулти ача вилнӗ. Тепӗр икӗ ҫынна – 56 ҫулти хӗрарӑма тата 6-ри ачана - пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пульницӑра тепӗр пассажир вилнӗ. 56 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. 6 султи ача пульницӑра. Прокуратура ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ вырӑнта сӑн тата видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫурт икӗ хутлӑскер пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, кил хуҫисем шар курман. Аса илтерер: Етӗрнере те икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Унта 76 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрнери Орлов урамӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпеле, шалти отделкӑна, сӗтел-пукана сиенлетнӗ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 76 ҫулти арҫын вилнӗ. Ҫав кунах 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 674 пушар тухнӑ. Вӗсенче 36 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.dreamstime.com сайтри сӑн Паян Атӑлта баржӑпа вӗрсе хӑпартмалли моторлӑ кимӗ ҫапӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 15 сехет 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ Телеграм-каналӗнче. Инкек Куславкка районӗнчи Карӑчкин ялӗ ҫывӑхӗнче ҫыранран 300 метр аякра пулнӑ. Вӗрсе хӑпартмалли кимӗре 2 ҫын ларнӑ: 1958 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1960 ҫулхи хӗрарӑм. Шел те, арҫын вилнӗ. Хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарта арҫын троллейбус кустӑрми айне пулнӑ. Ку инкек видео ҫине лекнӗ. Арҫын "Павлов мичман урамӗ" ятлӑ чарӑнура тӑнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ курӑнать: вӑл аллисене саркаласа троллейбус еннелле утнӑ (тен, вӑл крӑ мар). Унччен те пулман - вӑл персе аннӑ. Шӑп та лӑп троллейбус кустӑрми айне. Арҫын вырӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |