Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 78 ҫулти ватӑ тротуарпа утса пынӑ чухне шуҫса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра шар курнӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Мересьев урамӗнчи пӑрлакаланса ларнӑ тротуара пула сиксе тухнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра шар курнӑ пенсионера хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Надзор органӗ ватта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳннине саплаштарма ыйтнӑ. Суд вырӑнти тӳре-шарана пенсионера 30 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.