Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк районӗнчи Илленушкӑнь ялӗнче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын арӑмӗн ачине хӗнесе пурӑннӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӑн 117-меш стайтин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2024 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа 2025 ҫулхи кӗркуннеччен ҫав этем ачана пӗрмаях хӗнесе пурӑннӑ. Арҫын, сӑмах май каласан, лпекун шутланнӑ. Халӗ арҫын ачана вӑл ҫемьерен туртса илнӗ, вӑл урӑх опекунпа пурӑнать. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссипе подразделение те пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ тӗпчев малалла пырать. Ун вӑхӑтӗнче суд экспертизисем туса ирттермелле, кӳнтеленсемпе калаҫмалла.
