Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗрпӳ округӗнчи Туҫи ялӗнче пӗр хуҫалӑхра пушар тухнӑ: пысӑк ҫурт ҫынма тытӑннӑ.
Ку инкек ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем килнӗ тӗле мансарда ҫуннӑ. Пушара сӳнтерес ӗҫе 3 техника, 11 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Уҫӑ ҫулӑма 1 сехетрен сарӑлма чарнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑм кӳршӗ хуралтӑсем ҫине куҫма паман. Пушарта шар курнисем ҫук.
