Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Африка мурне сарӑлма паман. Хӑрушӑ чире тӗп тунӑпа пӗрех. Карантина хальлӗхе илмен. Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче полицейскисем талӑкӗпех дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Вӗсем урапасене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ветеринари службин ӗҫченӗсем ятарлӑ хутӑшпа дезинфекцилеҫҫӗ. Асӑннӑ района кӗрекен, унтан тухакан урапасене малашне те тӗрӗслӗҫ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнче канашлу ирттернӗ. Михаил Васильевича Африка мурне сарӑлма чарни пирки пӗлтернӗ. Ятарлӑ комиссисем халӑхран сысна пуҫтарса пӗтернӗ. Икӗ районта 3000 ытла сыснана тӗп тунӑ. Вӗсене компенсаци тӳлемешкӗн хыснаран 23 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сергей Артамонов министр ку лару-тӑру сысна ашӗн хакне витӗм кӳмелле марри пирки каланӑ. Монополипе кӗрешекен служба лавккасене тӗрӗслеме пуҫланӑ. Сысна ашӗ 6-9 процент хакланнӑ-мӗн. Карантин зонинчен инфекциллӗ какая илсе тухакансем пур-ха. Анчах вӗсене постра тытса чараҫҫӗ. Халӗ Африка мурне тупнӑ ялсене дезинфекци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрнери спирт савучӗ ӗҫлеме пӑрахнӑранпа пилӗк ҫул хыҫа юлнӑ. Ҫак кунсенче предприяти ҫӗнӗрен вӑй илсе ӗҫе кӳлӗннӗ. Аса илтерер: Етӗрнери спирт савучӗ 2011 ҫулта хӑйӗн алӑкне хупнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вара унта каллех ӗҫ вӗреме пуҫланӑ. Савут контрафактлӑ эрехе пӗтерме пулӑшакан тӑватӑ савут йышне кӗнӗ. Ҫавна пула унӑн алӑкӗсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче погрузчике, грузчике тата хуралҫа ӗҫе илнӗ. Унта унччен вӑй хунӑ ҫынсем ӗҫлеме килнӗ. Савутра кунне 8–9 фура контрафактлӑ эрех пушатаҫҫӗ. Хальлӗхе савтура 25 ҫын вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Маларах "Ҫеҫпӗл" кино курма йыхравланӑ Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурта (халӗ ӑна КВНа хатӗрленекенсем тата туй-ҫуй ирттерекен «Артефакт» ятлӑ организаци, «Куча Мала» медиа центр йышӑнни паллӑ) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑччӗ. Ку хыпара ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Ҫуртсӑр хӑшкӑлнӑ театр тата ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ыйту тинех татӑласса шанса лӑпкӑн сывласа ячӗҫ пулсан, «Ҫеҫпӗлте» тӗпленнӗ ушкӑнсем хӑйсене килсӗр тӑратса хӑварасран пӑшӑрханса ӳкнӗ. Анчах халӗ «КВН» общество организацийӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫипе Юрий Васильевпа тӗлпулу иртнине пӗлтернӗ. Унта «Ҫеҫпӗлти» организацисем «Ҫеҫпӗлтех» юласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Маларах «Ҫеҫпӗле» пӑхма пынисем Ҫамрӑксен театрӗн делегацийӗ пулнӑ имӗш, анчах вӗсем хайсем тӗллӗн ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 13-ри Алексей Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Тинкеш ялӗнче водитель ачана ҫапса хӑварнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, фарӑсене ҫутман. Велосипед виҫӗ пая арканни те урапа ҫил пек вӗҫтерсе пынине ҫирӗплетнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна 14 кунлӑха арестленӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Каччӑна килӗнче тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума хатӗрленнӗ. Телее, ача чӗрӗ юлнӑ. Амӑшӗ Вера Атласова каланӑ тӑрӑх, ӑна халӗ травмотологи уйрӑмне куҫарнӑ. Кӗҫех унӑн питне операци тумалла. 13-ри Алексей шкула авӑнӑн 1-мӗшӗнче каяйманшӑн питӗ кулянать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сосновка поселокӗнче пурӑнакан Надежда Будковӑна ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хӗрарӑма хӑюлӑхӗшӗн тав тунӑ. Йӑлтах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫуртра газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Надежда шава илтсе чӳречерен пӑхнӑ, хирӗҫ вырнаҫнӑ пӳртре ҫулӑм ялкӑшнине асӑрханӑ. Ҫурт патне чупса пынӑ ҫӗре чӳрече кантӑкӗсем тухса ӳкнӗ, пӑлтӑрта кил хуҫин ывӑлӗ ҫуннӑ тумтирпе тӑнӑ. Хӑюллӑ хӗрарӑм ҫунакан ҫурта кӗме хӑраман — пушартан 23 ҫулти каччӑна илсе тухнӑ. Лешӗн ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкскере пульница ӑсатнӑ. Ҫулӑма сӳнтермешкӗн 1,5 сехет кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элтепер студентсен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланать Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти студентсем епле пурӑннипе кӑсӑкланса хулари общежитисенчен пӗринче пулнӑ. Ун валли вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 7-мӗш общежитине суйланӑ. ЧПУ ректорӗ Андрей Александров ку общежитире 500 ҫын пурӑннине пӗлтернӗ. Ӑна нумаях пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ. Хитрелетме 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫа алӑксене тата чӳречесене, канализаци тытӑмне ылмаштарма кайнӑ. Пӳлӗмсене университетӑн сӗтел-пукан цехӗнче хатӗрлекен сӗтел-пукана вырнаҫтараҫҫӗ. Общежити малашне ҫанталӑка кура ытти ҫуртсенчен расна ӑшӑнса тӑрӗ. Элтепер ЧПУра вӗренекен ют ҫӗршыв студенчӗсемпе те калаҫнӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Сӑмах май, ку аслӑ шкулта Азири, Африкӑри, Латинла Америкӑри, Европӑри тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрти 41 ҫӗршыври 700 ытла студент вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 60 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ. Утӑ пӑру ферминчен инҫех мар выртнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма вите ҫине куҫма паман. МЧСӑн Чӑван Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 180 рулон утӑ электролини айӗнче выртнӑ. Пушар шӑпах электричество пралукне пула тухма пултарнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗншӗн алхаснине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пурӑнакан Николай Пирожковӑн утарӗнче пыл пуҫтарма кӑна мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пулать. Арҫын ку енӗпе ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнать. Унта вӑл утара ҫӗнетмелли мелсем пирки пӗлнӗ. Николай Пирожков виҫӗ метр тӑршшӗ вӗлле хатӗрленӗ, унта хурт-хӑмӑр янӑ. Шалта выртмалли вырӑн тунӑ. Ку — лӑпланмалли пӳлӗм. Хурт-хӑмӑр ӑсти каланӑ тӑрӑх, ку питӗ усӑллӑ. Пыл хурчӗсем сӑхасран шикленмелле мар. Николай Пирожковӑн вӗсем урӑх йышшинчен, сӑхмаҫҫӗ. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем час-часах килеҫҫӗ. Шӑпарлансем пылпа сӑйланаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр пирки чылай ҫӗннине пӗлеҫҫӗ. Сӑмах май, Николай хӑйӗн йӑхӗнчи ӗҫе малалла тӑсать. Унӑн ашшӗ, аслашшӗ вӗллесем тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫамрӑксен хули» канашлу ытти чухне ҫӗртме уйӑхӗнче иртетчӗ. Кӑҫал ӑна авӑн уйӑхӗнче йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 7-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ҫакна тумашкӑн ҫамрӑксем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Кӑҫал проекта улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Палаткӑсемпе апат хатӗрлемелли вырӑн — пӗр ҫӗрте, вӗренмелли лапамсем тепӗр ҫӗрте пулӗҫ. Канашлу тӑватӑ енпе ӗҫлӗ: «Экономика тата предпринимательлӗх», «Регионсен аталанӑвӗнчи маркетинг хатӗрӗсем», «Общество лидерстви», «Уҫӑ диалог». Лекцисемпе ӑсталӑх класӗсене регионти тата ытти тӑрӑхри паллӑ ҫынсем хутшӑнӗҫ. Спорт программи те анлӑ пулӗ. Канашлӑва хутшӑнас килсен ҫамрӑксен заявкӑна электронлӑ почтӑпа ямалла: molgorod21@gmail.com. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ. Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ. Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ. Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.