Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ курӑк сарӑлсах пырать. Наркӑмӑшлӑ пултӑран (борщевик) ҫынна сиен кӳме пултарать. Унччен республикӑра кунашкал курӑк сайра пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл кашни кӗтесрех курӑнать. Раҫҫейре ҫак ӳсентӑран Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн курӑнма тытӑннӑ. Сталин ют ҫӗршывра ҫак курӑкпа выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарнине пӗлсен Раҫҫейре те акма хушнӑ. Анчах каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫиекен ӗнесем йӳҫӗ сӗт панӑ. Ҫавӑнтанпа ку курӑк пирки маннӑ. Наркӑмӑшлӑ пултӑран хӑвӑрт сарӑлать. Ӑна ҫулсан вӑл темиҫе ҫул шӑтмасть, кайран каллех ӗрчеме пуҫлать. Чечек ҫурсан ҫеҫ вӑл пӗтет. Пӗрре ҫеҫ ҫеҫкене ларать вӑл. Пултӑрана тымарӗпе тӑпӑлтарсан ҫеҫ унран хӑтӑлма пулать. Унӑн сӗткенӗ куҫа лексен суккӑрланма та пулать. Ӳте лексен вара ҫав вырӑн пиҫсе каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Р.Степанов композитор Чӑваш музыка культури пысӑк ҫухату тӳсрӗ. 76 ҫула кайса Илья Романович Степанов композитор вилсе кайрӗ. Композитор 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаллах хӑй тӗллӗн купӑспа тата баянпа калама вӗреннӗ. Кушкӑри тата Мӑн Шетмӗри шкулсенче пӗлӳ пухнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн комсомол путевкипе Магнитогорск хулинче вӑй хунӑ, электросварщик профессине алла илнӗ, «Водоканал» организацире ӗҫленӗ. Уралта 6 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн Ф. Лукин композитор чӗннипе Чӑваш Ене таврӑннӑ. Ҫӗрпӳ хулинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫин ӗҫне кӳлӗннӗ, хӗрсенчен хор йӗркеленӗ. Куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Дипломлӑ пулса тӑрсан, Муркашри Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑ. Пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ вӑл кунта: директор та, илемлӗх ертӳҫи те пулнӑ. Пысӑк хор чӑмӑртанӑ. Хӑйӗн ҫӗнӗ юррисене пичетленӗ. Чӑваш поэчӗсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Чӑвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторӗсемпе, хорта юрлакансемпе — А. |
Республикӑра
![]() Етӗрне районне «Агро – ТВ» федераци телеканалӗн журналисчӗсем ҫитнӗ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗнче мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Журналистсем кун пирки кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ. Чи малтанах журналистсем «Етӗрнесӗт» предприятире пулнӑ. Савут мӗнле ӗҫленипе, мӗн туса кӑларнипе кӑсӑкланнӑ вӗсем. Савута пахалӑхсӑр сӗт лекме пултарнипе пултарайманни те интереслентернӗ вӗсене. Предприяти мӗнле аталанни пирки Сергей Токсубаев тӗп директор каласа кӑтартнӑ. Халӗ талӑкра 180 тонна сӗтрен юр-вар хатӗрлеҫҫӗ. Предприяти ӗҫченӗсем шалӑва вӑхӑтра илеҫҫӗ. Унтан журналистсем В.Чапаев ячӗллӗ лаша савутне ҫитнӗ. Унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Ҫурла уйӑхӗнче савут 90 ҫул тултарнӑ тӗле спорт мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Тележурналистсем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Пӗтӗмпе 192 йывӑҫа йӑвантарнӑ вӑл. Ку ӗҫре ӑна ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Анчах халӑха улталанӑ вӑл. Йывӑҫсене касни саккунлӑ пулнине, унта йӗлтӗр йӗрӗ тумаллине каланӑ вӑл. Ҫапла пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче халӑх кар тӑрса 192 йывӑҫа — хыр, ҫӑка, вӗрене, юман — каснӑ. Вӗсене вӑл ял халӑхне пама шантарнӑ. Халӗ должноҫри ҫыннӑн явап тытма тивӗ. Вӑл Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне сиен кӳнӗ. Пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Следовательсем 30 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван Перов Ҫак кунсенче Чӑваш радио корреспонденчӗ Иван Перов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче Марина Карягина тележурналист пӗлтерет. «Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ...» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина. Журналистпа ыран, утӑн 22-мӗшӗнче, 11 сехетре «Ритуальные услуги» МУП ҫуртӗнче (Граждан урамӗ, 19 ҫурт) сывпуллашӗҫ. Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Карачри вӑтам шкула пӗлӳ илнӗ. 1973 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти «Вавилон» макарон хапрӑкӗнче паян хаксем пирки калаҫнӑ. Макарон хакӗ пирки мар, ҫак уйӑхран коммуналлӑ пулӑшушӑн ытларах тӳлеттерме тытӑнни ҫинчен. Мӗншӗн ӳсни тата мӗн таран хакланни пирки ӑнлантарма унта республикӑри тӳре-шара: Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров — кайнӑ. Предприятире пулнӑ май вӗсем цехсем тӑрӑх та кӑтартса ҫӳренӗ. Халӑхпа курнӑҫнӑ чух хайхисем маларах палӑртса хунӑ темӑпа тухса калаҫнӑ. Темисене вара республикӑра Информаци кунӗ иртнӗ май хатӗрленӗ. Ӑна паян Чӑваш Енӗн пур районӗнче те йӗркеленӗ. Макарон хапрӑкӗ вара кулленхи ӗҫре тӗлпулакан йывӑрлӑхсем пирки те сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ксения Волченкова тунӑ сӑн Ксюша Максимов комӑна кӗрсе ӳкнӗренпа ҫур ҫул иртнӗ. Мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Амӑшӗ Ирина Максимова халӗ тӗ хӗрӗпе юнашарах, ӑна самантлӑха тӑ пӗччен хӑвармасть. Ксюша Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче выртать. Ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Вера» ыркӑмӑллӑх фончӗ Ксюша валли питӗ хаклӑ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ ярса панӑ. Вӑл пулӑшнипе амӑшӗ Ксюшӑна киле илсе кайма пултарӗ. Ирина Максимова хулара хваттер туянасшӑн, мӗншӗн тесен Етӗрне районӗнче пульница вӑйлах мар. Шупашкарта пурӑнсан вара кирек хӑш вӑхӑтра та васкавлӑ медпулӑшу ҫитет. Халӗ Ирина ҫӗнӗ аппаратпа усӑ курма вӗренет. Фонд Ксюша валли ятарлӑ матрас, кравать те ярса пама шантарнӑ. Аса илтерер: Ксюша Максимов кӑрлач уйӑхӗнче спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. Кайран вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Тухтӑрсем унӑн пуҫ мими вилнине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомство пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство призывниксене салтака прививка тумасӑрах ӑсатнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, салтака каякан каччӑсене пурне те пневмококк инфекцийӗнчен прививка тумалла. Прокуратура тӗрӗслевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх вара, 2015 ҫулхи кӗрхи призывра салтакан каякан каччӑсен 2,5 процентне ҫеҫ прививка тунӑ. Ҫуркуннехи призывра вара — 47,5 процентне ҫеҫ. Сӑлтавӗ акӑ мӗнле иккен: вакцина ҫук. Прививка тумасан вара РФ Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсен ретӗнче массӑллӑ чирлеме пултараҫҫӗ. Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомствӑн ку ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонӗ вӗҫленнӗ. Хальхинче ӑна Пӑрачкав районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Ҫак района ахальтен мар суйланӑ. Унта пурӑнакансем укҫа ыттисенчен нумайрах пухнӑ. Кӑҫал марафонра 7 миллион та 800 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 600 пин тенкӗ ытларах. Марафона 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи нумай укҫа хывакансене медальпе тата тав хучӗпе чысланӑ. Марафона хупнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Марафонра пухнӑ укҫа йывӑр чирпе нушаланакан ачасене сиплеме, пултаруллӑ ачасене пулӑшма, пульницӑсем валли хатӗр-хӗтӗр туянма кайӗ. Укҫа-тенке ӑҫта пухнӑ — вӑл ҫав тӑрӑхрах юлӗ. Сӑмах май, Чӑваш Ен — нимелле укҫа пухакан пӗртен-пӗр регион. Ытти регионта пӗр-икӗ спонсор тупаҫҫӗ, вӗсем 5-7 миллион тенкӗ укҫа параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оперӑпа балет театрӗ тесе ку анонсра чӑвашла ҫырман Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи лащ таяпасем ялти чиркӗве туса пӗтерме укҫа пухассишӗн черетлӗ хутчен ыркӑмӑллӑх концерчӗ ирттернине теприсем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. 2009 ҫулта ҫӗклеме тытӑннӑскер валли нимелле укҫа пухас тесе юрӑҫсене явӑҫтарса ыркӑмӑллӑх концертне хастарсем хальхипе виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Концерта тӗрлӗ тӳре-шара таранах пухӑннӑ. Ҫав шутра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов пулнӑ. Ку хутӗнче концерта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттернӗ. Елчӗксем чӑвашла калаҫма кӑмӑлланине пӗлетпӗр-ха. Анчах ку хутӗнче вӗсем концерт Оперӑпа балет театрӗнче иртессине вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Ҫакна Шупашкарта пурӑнакан Эктор Алос-и-Фонт социолингвист асӑрханӑ, кӑлтӑк пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Анонсӗнче, шел те, йӑнӑшӗ татах тӗл пулать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.