Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 14-18 ҫулсенчи ачасене ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Уйӑхсерен вӗсене 1200 тенкӗ ытла ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ. Специалистсен шухӑшӗпе, ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлени сиен кӳмест. Ку укҫа ӗҫлесе илме, профессионаллӑхне ӳстерме пулӑшать. Чи малтанах тулли мар ҫемьесенчи, ӑнӑҫсӑр тата нумай ачаллӑ кил-йышри ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ. Шкулта е ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑракан яш-хӗр тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулӗҫ. Хальлӗхе 1129 ҫамрӑк валли ӗҫ тупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 51 вӗренӳ учрежденийӗпе, организаципе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫамрӑксем валли ятарлӑ хатӗрленӳ кирлӗ мар профессисем суйлаҫҫӗ: подсобнӑй, тӗпелти ӗҫчен, тирпейлӳҫӗ, урам шӑлакан, курьер, фасовщик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Палькин Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗн тата Чӑваш Республикин управленийӗн пуҫлӑхне 41 ҫулти Алексей Палькина ҫирӗплетнӗ. Икӗ регионти управление 2015 ҫул вӗҫӗнче пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна шаннӑччӗ. «Тӗнче экономики» тата «инженер-строитель» специальноҫсене аллӑ илнӗскер асӑннӑ управленире маларах та тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗнче, управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе управлени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Темиҫе кун каялла республикӑри тата тепӗр пысӑк пуҫлӑх та «тивӗҫе пурнӑҫлакан» тенинчен хӑтӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Яковлева республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче культура министрне ҫирӗплетнӗччӗ.
|
Республикӑра
![]() Ку хӗрарӑм суд приставӗсем умӗнче 660 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ. Кун пирки ЧР суд приставӗсен федераци службин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн 660 пин тенкӗсӗр пуҫне 45 пин тенкӗ взнос тӳлемелле. Анчах бизнес-ледие темӗн чухлӗ асӑрхаттарсан та вӑл парӑма татма васкаман. Парӑма тӳлемесен суд приставӗсем мӗн тунине пӗлнех ӗнтӗ вӑл. Вӗсем унӑн лавккине ҫитнӗ. Приставсем унта сутӑнакан 75 мӑшӑр пушмака арестленӗ. Хӗрарӑм парӑмне 10 кунра татмасан пушмаксене сутӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра, ҫӑлавпа шырав службине вӑрманта ҫынсем аташса кайни пирки пӗлтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче упӑшкипе арӑмӗ ачипе пӗрле вӑрмана кайнӑ. Телее, ҫухалнӑскерсем ЛЭП ҫумӗпе пырса Ҫавал юханшывӗ патне тухнӑ. Ҫӑлав службин ӗҫченӗсем юханшыв урлӑ кимӗпе каҫса ҫемьене асӑрханӑ. Сӑмах май, Чӑваш Республикинче икӗ эрнере вӑрманта 16 ҫын аташса кайнӑ. Шупашкар хула мэрийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, иртнӗ эрнере Атӑл леш енче 6 ҫын ҫулран ҫухалса кайнӑ. Телее, «кӑмпа сунарҫисем» пурте киле тӗрӗс-тӗкелех таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Транспорт министерствин ӗҫченӗсем «Советская Чувашия» хаҫатӑн пӗлтӗрхи эстафетинче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. Паянтан вӑл Шупашкарти Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртри 2-мӗш подъездра вырӑн йышӑннӑ. Пӗлменнисене пӗлтерер: транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ведомство маларах Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пулнӑ. Унтах «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтотранс» та урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. Вӑл халӗ — Иван Яковлев проспектӗнчи 37-мӗш ҫуртра. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине Михаил Резников ертсе пырать. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑна республикӑн вице-премьерне лартнӑ. Маларах вӑл Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Пирӗн республика Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре ҫӗршыври мӗнпур регионта пуҫланӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамраксем тата аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарӗҫ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр хулисенче те иртӗ. Кунсӑр пуҫне онлайн мелпе тестировани ирттерӗҫ, вӑл вара 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 30 ыйту пулӗ. Пурне те пӗр пек йывӑр ӗҫ парӗҫ. Пӗтӗмпе 100 балл пухма май пур. Диктант федераци тата регион пайӗнчен пулӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗлме пулать. Диктанта мӗнле ҫырнине тишкерсе вӗренӳ программине еплерех улшӑнусем кӗртесси пирки шухӑшлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен паллӑ, пултаруллӑ дирижерпа, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗн ертӳҫипе Владимир Мельниковпа сывпуллашнӑ. Вӑл чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Владимир Кузьмич авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ. Ҫурҫӗр иртни 2 сехетре унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Унччен унӑн инсульт пулнӑ. Вӑл Шупашкарти пултарулӑх ҫуртӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Паллӑ мусӑкҫӑпа сывпуллашнӑ чухне оркестр вылянӑ. Владимир Мельников патӗнче вӗреннӗ ҫынсем ӑна ырӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. 40 ҫулта унӑн оркестрӗнчен пин-пин ҫын тухнӑ. Халӗ оркестре Василий Туртушов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянтан Олег Марков экс-министр Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ. Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев распоряжение алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурне пула йышӑннӑ карантин пӗтнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш зона пӗчӗкленнӗ. Халӗ иккӗмӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ районӗсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем кӗреҫҫӗ. Африка мурне пӗтерес енӗпе мӗнпур мероприятие пурнӑҫланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен Пӑрачкав районӗнче ку мероприятисене пурнӑҫламашкӑн 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑр районӗ валли — 2,164 миллион тенкӗ. Асӑннӑ районсенчи пурӑнакан ҫынсенчен сыснасене илсе тӗп тунӑ. Ку тӑкака саплаштармашкӑн халӑха пӗтӗмпе 19,934 миллион тенкӗ тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Ӑна пӗр эрнене яхӑн шыраҫҫӗ, усси ҫук-ха. Кун пирки «Про Город» редакцие Наталья Кузина пӗлтернӗ. Вӑл Александр Кузинӑн пӗртӑванӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, 29 ҫулти Александр Кузина юлашки хутчен авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унран нимӗнле сас-хура та ҫук. Александр юлташӗсемпе пулнӑ. Каҫхи 10 сехет тӗлне вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ. Анчах киле ҫитеймен вӑл. Унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Александр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑл джинс куртка, ҫутӑ джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна курнисене 89176742923 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.