Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗ чиновниксен ӗҫ укҫине ӳстернӗ: 7,7 процентран 10 процента ҫитнӗ. Ку йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех ҫирӗплетнӗ. Халӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин 50 496 тенкӗ окладсӑр пуҫне 2,25 мар, 2,46 поцент чухлӗ преми илӗ. Эппин, унӑн шалӑве 10 пин тенкӗ ӳснӗ. Пӗчӗкрех должноҫ йышӑнакан тӳре-шаран та ӗҫ укҫи ӳснӗ: 7,7 процентран 9 процента ҫитнӗ. Унччен ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫ укҫи те ӳснине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Михаил Игнатьев тӳре-шаран шалӑвне 10 процент пӗчӗклетесси пирки алӑ пуснӑччӗ. Ку республика хыснине перекетлес тӗллевпе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Вӗсене асӑнса шкул пулнӑ вырӑнта митинг иртнӗ. 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Хуракасси шкулӗнче Октябрь революцине халалласа концерт иртнӗ. Физика вӗрентекенӗ икӗ ачапа пӗрле кинопроектора хатӗрленӗ чухне бензинпа усӑ курнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ҫулӑм тухнӑ, вӑл концерт пынӑ спортзала палкаса кӗнӗ. Йывӑҫ ҫурт питӗ хӑвӑрт хыпса ҫуннӑ. Аслӑраххисем, ытларахӑшӗ, чӳречерен тухнӑ, пӗччӗккисем ҫавӑнтах юлнӑ… Вӗсене тепӗр кунхине тӑванла вилтӑпри ҫине пытарнӑ. Ҫунса кӗлленнӗ шкул умӗнче иртнӗ митинга МЧС ӗҫченӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, районти тӳре-шара, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ муниципалитет территорийӗнче пӗччен пурӑнакан ватӑсене палӑртас, пулӑшу кирлӗ пулсан вӗсене стационарлӑ уйрӑмсене вырнаҫтарас енӗпе самай тимлет. Хӳтлӗх кирлӗ кинеми-мучисен палӑртас тӗллевпе вӗҫӗмех ял тӑрӑхӗсене кайса ҫӳрет. Нумаях пулмасть центр специалисчӗсем Чӑрӑшкасси, Ишек тата Тутаркасси тӑрӑхӗсенчи ватӑсен пурнӑҫӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. 18 ватӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен тӑваттӑшне пулӑшу кирлине палӑртнӑ. Вӗсене валли социаллӑ ӗҫчене уйӑрса парӗҫ. Ҫула тухнӑ специалистсем социаллӑ ӗҫченсем вырӑнта епле тимленине те пахаланӑ. Районтан ҫитнисем 11 ватӑ патне кӗрсе вӗсен пурнӑҫӗпе тата соцӗҫченсене кинеми-мучисем епле хакланипе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 85 ҫулхине уявлать. Асӑннӑ хулара выльӑх-чӗрлӗх техникумӗ уҫма 1931 ҫулта Чӑваш АСССРӗн Ҫӗрӗҫ халӑх комиссариачӗ йышӑннӑ. Унта вӗренме пынисем сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗхӗн, сысна туса илессин тата выльӑх апачӗ хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхне шӗкӗлченӗ. 1934 ҫулта унтан пуҫласа специалистсем вӗренсе тухнӑ. 1934 ҫулта унта агрономсене вӗрентме тытӑннӑ, 1947-мӗшӗнче ял хуҫалӑх механизацийӗ валли специалистсем хатӗрлеме пуҫланӑ. Аграрипе технологи техникумӗ ятпа вӗренӳ заведенийӗ 2008 ҫултанпа пурӑнать. 5-мӗш професси училищипе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулса тӑнӑ вӑл. Юбилей чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра акт залӗнче пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пӗрремӗш пайӗ «Промтрактор-Промлит» савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Игорь Гиске тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫченӗсене виҫӗ уйӑх ытла ӗҫ укҫи паманшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫиле ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулта предприяти ӗҫченсене виҫӗ уйӑх ытла шалӑва вӑхӑтра е тулли тӳлемен. Организацин тӳлемешкӗн майсем пулнӑ. Халӗ ҫынсене мӗн чухлӗ ӗҫ укҫи тӳлеменнине палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май суд-бухгалтери тӗрӗслевне ирттереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак эрнере Комсомольски районӗнче браконьера тытса чарнӑ. Арҫын лаша утлансах сунара тухнӑ. Урхамах утланса пыраканскере рейда тухнӑ инспектор асӑрханӑ. Темле тӑрӑшсан та браконьер тарайман. Малтан йӗр тӑрӑх кайса пӑшала тупнӑ. Ӑна, сӑмах май, арҫын регистрацилемен. Кӑшт каярахпа ялта хӑйне те тытса чарнӑ. Унӑн сунара тухмашкӑн билет та пулман. Браконьер тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн унӑн явап тытма тивӗ. Арҫынран пӑшала тата патронсене туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Германири Эрфуртра кулинарсемпе поварсен олимпиади иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри поварсем те хутшӑннӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче Чӑваш Ен чысне ҫӗкленӗ профессионал кулинарсем ӑмӑртура ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ. Чӑваш Енри кулинарсен председателӗ Николай Уездный тата «Планета» тулли мар яваплӑ обществӑн кондитерӗ Надежда Андреева, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн вӗрентекенӗ Елена Родина, 3-мӗш курс студентки Татьяна Максимова тӑван тӑрӑха ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Николай Уездный тата Надежда Андреева наци колоричӗллӗ торт хатӗрленӗ. Елена Родина тата Татьяна Максимова кӗрпесенчен панно пӗҫернӗ. Вӗсем ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев тӗрлӗ категорие хӳтӗлекен виҫӗ омбудсменпа. Вӗсенчен пӗри, Вячеслав Рафинов, халӗ депутат. Сылтӑмри - пресс-службӑра ӗҫлен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ. Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районне хальлӗхе Иван Рожков ертсе пырать Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб текех пуҫлӑх мар. Ҫак должноҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче кайнӑ. Унччен йышӑннӑ ҫемҫе пуканран хӑтарма ыйтса вӑл хӑй ҫырнӑ-мӗн. Районти Депутатсен пухӑвӗ тунтикун иртнӗ черетсӗр ларура Валентин Колумбӑн заявленине тивӗҫтернӗ. Район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пайӗн пуҫлӑхне Иван Рожкова шаннӑ. Куславккасен ертӳҫине те республика шайӗнче йӗркеленӗ комисси конкурс ирттерсе палӑртӗ, кайран кандидата районти депутатсем ҫирӗплетӗҫ. Маларах Улатӑр хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Александр Седов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пуҫлӑх пуканне пушатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗнеке хуплашкин варианчӗ Консантин Ишутов блогер паян хӑйӗн страницинче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ анекдотсен пуххине хатӗрленине пӗлтернӗ. «Пичет валли никӗсне хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра кӗнеке хуплашкин темиҫе варианчӗ тата кӗнеке валли редакциленӗ 46 страница хатӗр», — ҫырнӑ республикӑри паллӑ блогер. Анчах стилистика енчен хальлӗхе тӗрӗслемен иккен. Ку енӗпе пулӑшакан тупӑнсан автор хапӑл тӑвасса пӗлтерет. Кӗнекене К. Ишутов 64 страницӑран хатӗрлесшӗн. Капла туни, ун шучӗпе, пичет валли вырӑнлӑрах. Формачӗ А5 пулӗ. Кӑларӑма автор темиҫе пайран йӗркелесшӗн. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартакан пичет кӑларӑмне Раҫҫейри кӗнеке палати валли те пӑхса хӑварасшӑн, ыттине тус-юлташӗпе паллаканне парнелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |