Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шаран уйӑхне 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илме юрамасть. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухнехи пирки мар-ха сӑмахӗ. Кайран, ӗҫрен кайсанхи ҫинчен. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн правительство пайташӗн патшалӑх служащийӗн должноҫӗнчен кайсан 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илмесси пирки хут ҫырса шантармалла. Хута министрӑн уйрӑм ӗҫӗ ҫумне ҫӗлесе хурӗҫ. Чару патшалӑх служащийӗн ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫула пырӗ. Енчен те шалу 100 пин тенкӗрен пысӑкрах ҫӗре вырнаҫас тесен Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссирен ирӗк илмелле. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ коррупципе кӗрешессине вӑйлатас тӗллевпе кӑларнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл Мускавран пуйӑспа таврӑннӑ чухне ҫухалнӑ. Александр Степановӑн юлташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тупӑннӑ, анчах килте курӑнма васкамасть. Саша ҫухалнӑранпа 13 кун иртнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата юлташӗсем ӑна шырани пирки хыпарсем ҫыпӑҫтарса тухма ӗлкӗрнӗ, полицие пӗлтернӗ. Юлташӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Саша чӗрӗ-сывах. Халӗ вӑл тӑванӗсемпе те, юлташӗсемпе те калаҫасшӑн мар. Сашӑна, паллах, килте питӗ кӗтеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӑшӑрханать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсем ют хулари ӗҫ пирки тавлашнӑ-мӗн. Саша телефонпа ҫыхӑнӑва тухмасть, халӑх тетелӗнчи страницине кӗмест. Александр Степанов ӑҫтине пӗлекенсене 8-919-676-78-68 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери кулинари олимпиади юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Германири Эйфрут хулинче иртет. Кунашкал ӑмӑрту тӑваттӑмӗш хут йӗркеленет. Унта 60 ҫӗршыври чи лайӑх поварсемпе кондитерсем килӗҫ. Кулинари ӑсталӑхӗпе 2 пин ҫын, наци командисем паллаштарӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 20 ҫын кӗнӗ. Вӗсем тӗрлӗ регионта общество апатланӑвӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Команда йышне пирӗн республикӑри икӗ кондитер кӗнӗ: кулинари ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный тата «Планета» тулли мар яваплӑ общество кондитерӗ Надежда Андреева. Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе пӗрре мар тӗлӗнтернӗ, сумлӑ конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗ ятне пӗрре мар илтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата унӑн 38 ҫулти пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен арҫын ӗҫ вӑхӑчӗн учет табельне суйса ҫырса пынӑ. Вӑл пӗлӗшӗ культура ҫуртӗнче тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ҫавна май лешӗ ӗҫ укҫи илнӗ. Ҫапла майпа муниципалитет хыснине 15 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсене следствие ун майлӑ калама ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлесен пуҫлӑх вӗсенчен пӗрне питӗнчен ҫутӑлтарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн. Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет. Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ. 2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ. Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан, нянечкӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм ачана килӗштернӗ. Халӗ вӑл ӑна усрава илесшӗн. 51 ҫулти Зинаида Киргизова Ярослава виҫӗ ҫул пӑхнӑ. Малтанах амӑшӗ ыйтнипе каҫсерен ҫеҫ асӑрханӑ. Унтан хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑн тупиччен арҫын ачана хӑйӗн патне илсе кайма ыйтнӑ. Анчах амӑшӗ нимӗнле ҫурта та пурӑнма куҫман, ывӑлне няньӑпа хӑварнӑ. Ҫапла ача ун патӗнче пурӑнма юлнӑ. Хӗрарӑм ачана тӑван ывӑлӗ пекех юратнӑ. Ярослав та няньӑна анне тесе чӗнет. Унӑн ывӑлне, Ярославӑн хресна ашшӗне, атте тет. Хӗрарӑм опека органне ҫитнӗ, усрава илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах унтисем ӑна ку шухӑшран пӑрӑнма ыйтнӑ. Пӗрремешӗнчен, ачана усрава илекенсен списокне 5 ҫуллӑха хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Зинаидӑн сывлӑхӗ хавшак. Анчах хӗрарӑм парӑнмасть. Вӑл малалла кӗрешӗ. Халӗ Зинаида амӑшне праваран хӑтарасса кӗтет. Лешӗ вара хӗрарӑм ухмаха ернине, ывӑлне вӑйпа тытнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Константин Никитин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн машини Шупашкарта юраман вырӑнта чарӑнни пирки, ӑна ҫынсем асӑрхани ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ. Водителе явап тыттарнӑ-мӗн. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водителе штраф ҫырса панӑ. Юраман вырӑнта чарӑннӑшӑн унӑн 1500 тенкӗ тӳлемелле. «А121АА номерлӗ машинӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ», — тесе ҫырнӑ унта. Водитель ку йышӑнупа килӗшмесен тавӑҫ ҫырма пултарать. Аса илтерер: Михаил Игнатьевӑн ӗҫ машинине авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Тӗп почтамта хирӗҫ юраман вырӑнта чарӑннине асӑрханӑ. Водитель руль умне ларнӑ, камерӑна асӑрхасан ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Ежеев полици полковникӗ Раҫҫейре Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине йӗркелесе хунине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыма Алексей Ежеев полици полковникне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службин директорӗ Виктор Золотов генерал приказ кӑларнӑ. Ҫӗнӗ тытӑма куҫиччен Алексей Ежеев Шалти ӗҫсен министерствин ведомствӑлла мар хурал пайӗн управленине ертсе пынӑ. Полицин полковникӗ ята тивӗҫнӗ йӗрке хуралҫи ШӖМ ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, наци гвардине Чӑвашра ертсе пыраканӑн ашшӗ, Владимир Ежеев, темиҫе ҫул каялла республикӑри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗнче ӗҫленӗ, ҫав управление ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски ялӗнче пурӑнакан Рена Осипова «Тӗлӗнтермӗш уя» хутшӑннӑ. Вӑл Леонид Якубовича тухья парнеленӗ. Рена Михайловна 54 ҫулта. Вӑл телеертӳҫӗ валли парне нумай илсе килнӗ. Тӑванӗпе пӗрле пурин умӗнче те чӑвашла «Ҫумӑр ҫӑвать» юрӑ шӑрантарнӑ. Рена Михайловна кӑларӑма чӑваш наци тумне тӑхӑнса пынӑ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Михаил Прохоров парса янӑ парнесене те тыттарнӑ. Вӑл тӳрех темиҫе саспаллине уҫнӑ. Анчах, шел те, сӑмаха пӗлеймен, финала тухайман. Рена Михайловна виҫӗ саспаллине тӗрӗс каласа шкатулка уҫнӑ. Телей ун енче пулнӑ: вӑл 5 пин тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |