Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.6 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Шупашкар аэропорчӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн
Шупашкар аэропорчӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш Енре Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев летчик-космонавт ятне парас шухӑшлӑ. Ыйтӑва татса париччен халӑх кӑмӑлне пӗлесшӗн. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин сайтӗнче ятарлӑ ыйтӑм вырнаҫтарнӑ.

Интернет-сасӑлав ыйтӑвӗ ансат: «Шупашкар аэропорт» Чӑваш Республикин хысна предприятине Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗн, авиацин генерал-майорӗн, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн ятне памалла тесе шухӑшлатӑр-и?» — тенӗ унта. Ӑна виҫӗ тӗрлӗ хуравлама пулать: «Ҫапла, пӗтӗмӗшле кирлӗ, «Кирлӗ мар», «Шухӑш ҫук». Ыйтӑвӗсем те, хурав варианчӗсем те вырӑсла, эпир чӑвашлатса ҫыртӑмӑр.

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫарнӑ сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗнерхи 23 сехет тӗлне 238-ӑн сасӑланӑччӗ, ҫав йышран 137-шӗ кирлӗ тесе каланӑччӗ.

 

Республикӑра

Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ.

Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет.

Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/38233
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене штрафлама пултарӗҫ. Ку улшӑнӑва административлӑ йӗрке кодексне кӗртме хатӗрленеҫҫӗ.

Ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене (ун ҫийӗ 7 см. ҫӳхерех пулсан) 2 пин тенкӗлӗх штрафласшӑн. Кун пирки правительствӑра иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирки уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалли пирки асӑннӑ.

ЧР инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров каланӑ тӑрӑх, кӗркунне тата ҫуркунне шыв ҫинче инкек шучӗ ӳсет. Кӑҫал кӗркунне пуҫланнӑранпа 11 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсенче 10 ҫын путса вилнӗ.

Ҫаксене шута илсе административлӑ йӗрке кодексне улшӑнусем кӗртесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38238
 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Чӑваш наци телерадиокомпанине хушма укҫа уйӑрса пама йышӑннӑ. Ку укҫапа телекурава тата радиона спутник канал урлӑ эфира кӑларма тытӑнӗҫ.

Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ Алексей Белов каланӑ тӑрӑх, халӗ телекурава Чӑваш Енри мӗнпур ҫын тенӗ пекех курма пултарать. Анчах кабель сечӗ хуласенче тата пысӑкрах ялсенче ҫеҫ пур. Ытти тӑрӑхра тата республика тулашӗнче тӳрӗ эфира пӑхмаҫҫӗ. Онлайн-трансляци ҫеҫ пур.

Спутник оператора конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Спутник урлӑ ҫитес ҫул кӑтартма тытӑнасшӑн.

 

Республикӑра

Пӑрачкав районӗ 2017 ҫулта ирттермелли мероприятисем пирки калаҫма тытӑннӑ. Вӗсем Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ.

Уяв тӗлне районти мӗнпур ял тӑрӑхӗ хӑйӗн гербне тата ялавне хатӗрлесшӗн. Хальлӗхе Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн ҫеҫ пур вӗсем.

Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев Республика кунӗ тӗлне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене гербпа ялав хатӗрлеме хушнӑ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Иртнӗ эрнере пуҫлӑхсем геральдика ӳнерҫипе Вадим Шипуновпа тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Гербпа ялав ял тӑрӑхӗн историне кӑтартӗҫ. Аса илтерер: ҫитес ҫул Республика кунӗ Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче иртӗ.

 

Республикӑра

Дмитрий Медведев ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева халӑха ӗҫ укҫи тӳлеменнине тӗплӗн тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Канашлу чӳкӗн 25-мӗшӗнче РФ Правительствинче иртнӗ. Унта шӑпах шалу ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.

«Ҫынсем ырана план тӑваҫҫӗ, ҫемйишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫ укҫи илменнисен йышӗ 70 пин ытла ҫынна ҫитнӗ», - палӑртнӑ Дмитрий Медведев. Вӑл регион пуҫлӑхӗсен ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑмаллине каланӑ.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре ҫынсене пӗтӗмпе 23 миллион та 932 пин тенкӗ шалу тӳлемен. 6 организацири 586 ҫын халӗ те ӗҫ укҫи кӗтет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38189
 

Республикӑра

Ҫак кунсенче «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах юрласа-ташланӑ, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.

Мероприяти ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ. Парламентари унта хутшӑнакансем хатӗрленӗ портфолиопа паллашнӑ, ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хакланӑ.

Ҫемьесем пур номинацире те лайӑх енчен палӑрнӑ. Кӑҫал вара Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекенни пулман. Ашшӗ-амӑшне ЧР Элтеперӗн Тав хутне панӑ тата «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль тыттарнӑ.

Ҫемьесене чысланӑ хыҫҫӑн концерт пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38172
 

Республикӑра
«Мой город» сайтран
«Мой город» сайтран

ЧР Министрсен Кабинечӗ кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пурӑнмалли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пулнине палӑртнӑ. Иккӗмӗш кварталпа танлаштарсан, ку виҫе 58 тенкӗ чакнӑ.

Хальхинче пурӑнмалли виҫе 8376 тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫлекен ҫыншӑн вӑл — 8888 тенкӗ (34 тенкӗ сахалрах), тивӗҫлӗ канӑва тухнисемшӗн — 6847 тенкӗ (26 тенкӗ сахалрах), ачасемшӗн — 8409 тенкӗ (187 тенкӗ чакнӑ).

Пурӑнмалли укҫа виҫине потребитель хакне тата апат-ҫимӗҫ, ытти япала потребитель хакне, уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫине тӗпе хурса хатӗрлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Шупашкарта Украина ҫынни ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӑл тӑванӗсемпе темиҫе кун ҫыхӑнӑва тухман. Амӑшӗ йӗрке хуралҫисем патне кайса заявлени ҫырнӑ.

22-ри Владимир Семенюк ӑҫтине чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗлнӗ. Ӑна тара тытнӑ хваттерте полицейскисем тытса чарнӑ. Амӑшӗ вара ҫав кун 15 сехетре унпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Владимир ун чухне Мускава пуйӑспа кайма хатӗрленнӗ.

Ҫамрӑк ҫынна полицейскисем наркотикпа ҫыхланнӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ следстви пырать. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Владимир ҫурла уйӑхӗнче Украинӑран Шупашкарти савнйӗ патне кайнӑ. Ҫак кунсенче унӑн Раҫҫейре пулмалли срок тухнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ҫухални пирки кунта заявление электронлӑ майпа хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38142
 

Республикӑра

«Сувар-отель» пулмалли хӑна ҫурчӗ «Авито» сайт ҫине ҫитнӗ. Унӑн хакне 150 миллион тесе палӑртнӑ. Сутакан кӑларса лартнӑ пӗлтерӳре ӑна нумай хваттерлӗ ҫурт пек кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 18,4 пин тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.

Пӗлтерӗве лартаканни — Эстейт-банк. Вӑл «Бинбанкӑн» салукри пурлӑха сутакан пай пулать.

Аса илтеретпӗр, тӗп хуламӑра капӑрлатас шухӑшпа тӑвас тенӗ хӑна ҫуртне Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчех хӑпартма пуҫланӑ. Шел те, «Сувар-отель» ят илмелли хӑна ҫуртне вӗҫне ҫити ниепле те туса ҫитерме май килмен. Шупашкарӑн сӑнне вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑсса тӑрать. Мӗнле кӑна унӑн ыйтӑвне татса парас темерӗҫ пулӗ, халӗ те ҫуртӑн кӑшкарӗ кӑна курӑнать.

 

Страницӑсем: 1 ... 472, 473, 474, 475, 476, 477, 478, 479, 480, 481, [482], 483, 484, 485, 486, 487, 488, 489, 490, 491, 492, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи