Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Наградӑна тивӗҫнисем
Наградӑна тивӗҫнисем

Паян Чӑваш Енри чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев Элтепер патшалӑх наградипе чысланӑ.

«Хыпар» ИҪ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. «Сирӗнпе эпир экономикӑна, вӗрентӗве тата ӑслӑлӑха, сывлӑха сыхлас ӗҫе, культурӑна, спорта аталантаратпӑр», — тенӗ вӑл.

Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ отрасльти ӗҫчен пур. Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче нумай-нумай ҫул тӑрӑшакан Любовь Абрамована «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн секторӗн ертӳҫи Роза Степанова Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.

Хисепе тивӗҫнисене саламлама республикӑри ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк амӑшне суд умӗнче явап тыттарасшӑн. 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 ҫулти хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ача ашшӗ патӗнче юлнӑ. Анчах хӗрача кӑштахран, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, амӑшӗ патне пурӑнма куҫнӑ.

Анчах ача унта нумай пурӑнайман, унӑн ашшӗ патне каялла таврӑнма тивнӗ. Амаҫури амӑшне вара вӑл хӑйӗн тӑван амӑшӗ ӑна сахал мар хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Кун пирки пӗлсен амаҫурийӗ полицие ҫӑхавланӑ.

Палӑртмалла: ачан тӑван амӑшӗ ниҫта та йӗркеллӗ ӗҫлемест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40315
 

Республикӑра
«Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Вӑрнар район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, унӑн айӑпне пула нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак арҫын пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслемен, подряд организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫав пӳрте нумай ачаллӑ ҫемьене памалла пулнӑ. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫарнӑ.

Анчах подряд организацийӗ ҫурта туса пӗтереймен, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫавӑнпа ӑна нумай ачаллӑ ҫемьене паман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/40324
 

Республикӑра

Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр;

Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ;

Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр;

Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр;

Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр;

Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр;

Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр;

Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр;

Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать).

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Енре тилӗ нумайланнӑ. Вӗсен йышне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тилӗ мӗншӗн нумайланни те паллӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тилӗсен йышне пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен йӗркене кӗртме хушнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗсем республикӑри темиҫе районта нумайланнӑ.

Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Муркаш тата Вӑрнар районӗсенче 195 тилле тытма ирӗк панӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне сунарҫӑсем 116-шне тытнӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40296
 

Республикӑра

Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ.

Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ.

Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра
Ӑшӑ салам темрен паха
Ӑшӑ салам темрен паха

Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ.

Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.

Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть пӗр студенткӑна йӗрке хуралҫисем занятире тытса чарнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл суд умӗнче явап тытнӑ.

Аса илтерер: студенткӑна Шупашкарта Борис Немцева асӑнса ирттернӗ акцие ирттернӗшӗн тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пӗрле нарӑсӑн 25-мӗшӗнче урама плакат йӑтса тухнӑ. Унта «Пурне те вӗлерейместӗр, пурне те тӗрмене лартаймастӑр» тесе ҫырнӑ. Полицейскисем хӗре йӗркене пӑсса митинг йӗркеленӗ тесе шухӑшланӑ. Ӑна тытса чарма университета пынӑ, занятиренех илсе тухса кайнӑ.

Студентка тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40259
 

Республикӑра

Чӑваш Енри пӗр предприятире тӑватӑ ураллӑ чӑх ӳстернӗ. Вӑл ҫут тӗнчене ҫапла килнӗ.

Мутант Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприятире кун ҫути курнӑ. Ӑна сӑн ӳкернӗ, ыттисене кӑтартнӑ.

Чӑх-чӗп хапрӑкӗн ӗҫченӗсем кунашкал чӑха пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ӑна пуснӑ, анчах малтан сӑн ӳкерме шухӑшланӑ. Чӑх мӗншӗн тӑватӑ ураллӑ пулнине ЧР патшалӑх ветеринари служби ӑнлантарайман, малтан чӑха тӗпчемеллине каланӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ ураллӑ качака ҫуралнӑ. Вӑл ыттисем пекех аталанать, чупать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40260
 

Республикӑра

Паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Тӗп банкӗ «Татфондбанка» банк операцисене тумашкӑн панӑ лицензие илнӗ. Кун пирки общество ҫыхӑнӑвӗсен департаменчӗ «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ пӗлтернӗ.

Вкладсене саплаштарас ӗҫе Перекет банкӗ малалла тӑсать. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна страховкӑна саплаштаракан пӗртен-пӗр банк тесе суйланӑ. Банка укҫа хывнӑ ҫынсен ыйтусене ҫак номерпе уҫӑмлатма пулать: 8-800-200-08-05.

«Татфондбанксӑр» пуҫне «АНКОР Банк», «Регионсен хушшинчи почта банкӗ», «ИнтехБанк» лицензисӗр юлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 467, 468, 469, 470, 471, 472, 473, 474, 475, 476, [477], 478, 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, 486, 487, ...640
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй