Ачасем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх кӗтеҫҫӗ. Уйрӑмах – ашшӗ-амӑшӗн хӳттисер юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсене савӑнӑҫ парнелес килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче вӗсене хӑвӑр ҫемьене вӑхӑтлӑха та пулин илӗр.
Ача ҫурчӗсенче, интернатсенче, реабилитаци центрӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем ҫемье ӑшшине туясшӑн. Вӗсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене вӑхӑтлӑха илме май пур.
Тӑлӑха ҫемьене илес тесен хӑш-пӗр документ хатӗрлемелле. Паспорт копийӗ, судпа айӑпланманнине ӗнентерекен справка (ӑна шалти ӗҫсен органӗсем параҫҫӗ), инфекци чирӗсем, наркомани, токсикомани, алкоголизм, психика чирӗсем ҫуккине ӗнентерекен 164/у-96 форматлӑ справка (ӑна сиплевпе профилактика учрежденийӗнче илмелле) кирлӗ пулӗҫ.