Республикӑра
![]() Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн. Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Сӗтев тесе ирӗксӗр юлнӑ Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗнчи 6-мӗшпе 11-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Айхи ывӑлӗн мӗнле ӗҫне «Оскар» премине тӑратма шутлани пирки; • Олег Николаева республика ертӳҫине лартма пултарассипе пултараймасси пирки пуҫа ватрӑмӑр; • «Ирӗклӗх» тинех хӑйне валли логотип суйлани ҫинчен каласа патӑмӑр; • Хальхи Элтепере вара мӗнле чыслама шухӑшлани пирки пӗлтертӗмӗр; • Ҫавӑн пекех ЧНК президентне те мӗнле чыс тунине систертӗмӗр; • Амикуму приложени мӗнле ҫынсене пулӑшма пултарасси ҫинчен пӗлме пултартӑр; • Чечня Правительствинче пӗр чӑваш мӗн ӗҫпе лекни ҫинчен хыпарларӑмӑр; • Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх кунне мӗнле палӑртни пирки каласа патӑмӑр; • Мӗнле айӑпа пула Муркаш ял тӑрӑхӗ пуҫлӑхсӑр юлни ҫинчен пӗлме пултартӑр; • Маларах Леонид Волков йышӑннӑ вырӑна кама панине хыпарларӑмӑр. | ||
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. «Вектор» СПОК учредителӗ тата Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорӗ пӗр фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне аташтарса янӑ та хӑйӗн фирмипе 120 тонна тулӑ илесси пирки килӗшӳ алӑ пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Фермер тырра панӑ пулать. Кун хыҫҫӑн директор алӑри накладнойпе усӑ курса Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн складӗнчен 100 тонна тулӑ вӑрланӑ. Унтан хайхискер вӑрлани ҫиеле ан тухтӑр тесе фермер вырӑнне хӑй суя алӑ пусса накладной хутне предприяти бухгалтерине тӑратнӑ. Унтан ытти 20 тонна тырра хӑйӗн валли илнӗ. Директор пӗтӗмпе 368 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Ӑна суд 2 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствинче «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртмелле пулнӑ. Ун пирки ведомство кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Конкурс валли кандидатсенчен хутсене кӑрлачӑн 30-мӗшӗ таран йышӑннӑ. Анчах предприяти тилхепине ярса илессишӗн ҫунакансем йышлӑ пулман. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, икӗ кандидатран сахалтарах пулнипе конкурс иртеймен. Урӑхларах каласан, пӗр ҫын кӑна «Чӑвашупрдора» ертсе пырас шутпа ҫунатланнӑ. Халӗ конкурс ирттерессине тепре пӗлтернӗ. Ку хутӗнче документсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Василий Чапаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине Чӑваш Енре анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Темиҫӗ мероприяти иртнӗ. Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине хутшӑннӑ, Граждан вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ Василий Чапаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенче унӑн мӑнукӗ пулнӑ. Александр Чапаев скверта иртнӗ митинга хутшӑннӑ. Вӑл музее кӗрсе курнӑ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ мероприятие те ҫитнӗ. Александр Чапаев журналистсемпе калаҫнӑ чухне Василий Чапаев музейӗсене пӗрлештерекен информаципе истори порталне тунине палӑртнӑ. Сӑмах май, Васиий Чапаев музейӗнче ҫӗнӗ экспозици уҫӑлнӑ. 2018 ҫултанпа музея ҫӗнетме тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарти депутатсем сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва «ҫавра сӗтелре» сӳтсе явӗҫ. Ку ыйтупа ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Халӗ пӗтӗмлетӗве «ҫавра сӗтелре» пӑхса тухӗҫ. Сасӑлавра 6085 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. 4547 ҫын Мускав вӑхӑчӗпех пурӑнасшӑн. Ыттисем сехет йӗппине куҫарассишӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри ыйтӑва хуравлама иккӗленнӗ. Пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ «ҫавра сӗтеле» ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, Общество палатин пайташӗсем, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ. Палӑртмалла: 2015–2016 ҫулсенче Раҫҫейри чылай регион ҫуллахи вӑхӑт патне таврӑннӑ, сехет йӗппине маларах куҫарнӑ. Хӗллехи вӑхӑтпа пурӑнни тивӗҫтерменни пирки чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Юлашки кунсенче «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Унта ӗҫлекенсем забастовка тунине пӗлтернӗччӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх, чиновниксем халӗ предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи мӗнле тӳлесе татмалли пирки шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑма татмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ ларура калаҫнӑ. «Шалӑвӑн пӗр пайне саплаштармашкӑн хушма майсем шыратпӑр. Ҫитес вӑхӑтра йышӑну тӑвассине ӗненетӗп», — ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Алексей Тимофеев. Ларура йывӑр лару-тӑруран тухмалли май тупнӑ. Ку ыйтӑва татса пама регион хыснинчен субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хушӑва ҫитес вӑхӑтра алӑ пусӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи пӗр вӗрентекен ачана ҫӳҫрен туртнӑ, ҫапнӑ тата тӗксе янӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 7-мӗш класри ача тӗлӗшпе тунӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Вӗрентекен 2016 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 14-мӗшӗччен ача йӗркене пӑснӑшӑн ӑна ҫӳҫрен туртнӑ, хӑлхинчен ҫапнӑ. Унтан вӑл ӑна тӗксе янӑ, лешӗ шкап ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗрентекен ачана тытнӑ та чӗркуҫҫипе хырӑмӗнчен тапнӑ, сылтӑм аллине пӑрнӑ. Вӗренекен урайне ӳкнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗрентекен хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасем суяҫҫӗ. Анчах шалӑп ҫыраканни вӗрентекен ҫак ӗҫсене тунине ӗнентернӗ. Суд ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫын педагогика ӗҫӗнче 2 ҫул вӑй хураймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать. Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |