Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать. Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман. Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать. Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Мегафон» абоненчӗсем ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн шар курнӑ ҫынсене компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Паянтан абонентсем тӑкак саплаштарӑвне офиса ҫитсе заявлени ҫырмасӑрах илме пултараҫҫӗ. Авари зонинче пулнӑ кашни абонента виҫӗ компенсацирен пӗрне суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – 50 минут ҫыхӑну тата 1 Гб трафик. Иккӗмӗшӗ – 2 Гб трафик. Виҫҫӗмӗшӗ – «Мегафон.ТВ» сайтра пӗр ҫӗнӗ фильм пӑхасси. Аса илтерер: республикӑра кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, Мускав облаҫӗнче те ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнӑ. Ку 7 сехете тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шалу виҫи 2011-мӗш ҫулхинчен 1,9 хут ӳснӗ. Ку факта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗн Пысӑк залӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ. «Ача сачӗсене пачах та черет ҫук. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансене 78 процента ҫити ача пахчисене вырнаҫтарнӑ. Бюджет пайӗнче ӗҫлекенсен шалу укҫин виҫине хӑпартса пынӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва 2015 ҫулхипе танлаштарас пулсан шалу виҫи вӑтамран 3,6 процент хӑпарнӑ, 2011-мӗш ҫулхипе илсен 1,9 хут ӳсни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫлекенсене шалу тӳлемен предприятисен ӗҫ укҫи парӑмне татма пурлӑха тата вӗсен хуҫисем ярӑнса ҫӳрекен машинӑсене сутни те тем мар. Ку шухӑша паян иртнӗ республикӑн Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫапларах каланӑ: «Организацисемпе предприятисем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, енчен те вӗсем йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ, халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫине памаҫҫӗ пулсан явап тыттармалла. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсен лару-тӑрӑва кулленех тӗрӗслесе пымалла. Ӗҫ коллективӗсенче пулмалла, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлмелле. Ҫынсене шалу укҫине туллин памалла, вӑхӑтра тивӗҫтермелле. Енчен те ҫак ыйтӑва пурнӑҫлама май килмесен, тепре чухне пурлӑха сутсан та йӑнӑш пулмӗ. Нумай предприятисемпе организаци ертӳҫисем чӑнкӑ автомашинӑсемпе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен предприятийӗсенче ӗҫлекенсем шалу укҫисӗр лараҫҫӗ. Кун пек йӗркесӗрлӗх пачах та пулмалла мар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Регнум информагентство пӗлтерет. Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Информагенство пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума тӗллевленнӗ. Лаптӑк федераци харпӑрлӑхӗнче. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администраци ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Официаллӑ документсене ӗненес тӗк, вӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «СТОП ВИЧ/СПИД» акцие хутшӑннӑ. Республикӑри спорт обществисем те ҫак акцие хастар хутшӑннӑ. Ҫынсем ятарлӑ хештегпа халӑх тетелне сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнса пӗтем тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Унран пирӗн спортсменсем те айккинче юлман. Республикӑри спорт шкулӗсенче эрне тӑршшӗпех ҫавра сӗтелсем, калаҫусем, ытти мероприяти иртнӗ. Спортсменсем халӑх тетелӗсенче #стопвичспид хештегпа паллӑ туса сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри флешмоба кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли акци хештегне пичетелесе кӑлармалла та унпа сӑн ӳкерӗнмелле, ӑна халӑх тетелне кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятин ӗҫченӗсем каллех забастовкӑна тухма хирӗҫ мар. Ӑна ирттермешкӗн заявлени панӑ ӗнтӗ. Завбастовкӑна 140 ытла ҫын тухма хатӗрленет. Кун пирки «Правда ПФО» хаҫат пӗлтерет. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем забастовкӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухасшӑн. Унччен ӗҫ укҫине парса татмасан вӗсем ҫак акцие йӗркелесшӗн. Унта хутшӑнмашкӑн 140 ытла ҫын заявлени панӑ. Предприятире парӑма ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен парса татма шантарнӑ. Анчах паянхи кун тӗлне раштав уйӑхӗнчи шалӑва ҫеҫ парса татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман. Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма ҫулталӑка яхӑн шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Полици хыпарланӑ тӑрӑх, Галина Леонтьевна Петрова 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчен, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни паллӑ мар. Галина Петрова 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫинҫе кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ хура, вӑл спорт олимпийки, хура шӑлавар, кӗрен тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83540)-2-15-52, 8-(8352)-62-00-01 е 02 (кӗсье телефонӗнчен 020). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тутарстанра кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмасть, республикӑри кайӑк-кӗшӗк предприятийӗсене тӗрӗслесех тӑрать. Ҫак кунсенче Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче тӗрӗслев пырать. Виҫӗ юрдици сӑпачӗ тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе те планпа палӑртман тӗрӗслевсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене грипп ан лектӗр тесе санкцилемен вырӑнсенче кайӑк-кӗшӗк сутма чарма сӗнеҫҫӗ. Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланни экономика тӗлӗшӗнчен 570 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳрет. Аса илтерер: Тутарстанра ку амака пула 15 пин чӑх вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |