Республикӑра
![]() Иккӗн иккӗнех... Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта. Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ 2012 ҫултанпа «Лучший общественный воспитатель года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх общество воспитателӗ) конкурс ирттерет. Пӗлтӗр ку ята илессишӗн 23 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене конкурс комиссийӗ виҫӗ номинаципе палӑртнӑ. «Чӗрене ачасене паратӑп» номинацире Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче педагог-психологра ӗҫлекен, Улатӑрта пурӑнакан Оксана Валдаева ҫӗнтернӗ. «Гражданла позици» номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи Альбина Надеждинӑна палӑртнӑ. Хӗрарӑм Саланчӑкри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗнче тӑрӑшать. «Ҫитӗнӳ патне ҫул» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Ҫӗнӗ Шупашкарти Алексей Орлов. Вӑл «Промэлектрострой» организацире химикра ӗҫлет. Ӑна хулари 17-мӗш шкулта ашшӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Паян Мускавра Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем валли телеканал суйлас енӗпе Федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ пирӗн пата: Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи мӗнпур регионти 32 телеканала хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» тӗллевленнӗ. Чи малтанах хӑйсен контентне 75 процентран сахал мар тунине, регионти халӑхӑн 50 проценчӗ курнине шута илнӗ. Конкурс комиссийӗ Наци телекуравӗн хӑйӗн вещани сетки пуррине, хыпарсен кӑларӑмӗсем кулленех тухнине, хӑлха илтменнисем валли субтитрсем пуррине, кӑларӑмсене чӑвашла хатӗрленине пысӑк хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче ирттересси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ку ыйтӑва канашлура сӳтсе явнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӑрачкав районӗнчи 2016 ҫулти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Элтепер канашлура лайӑх хыпар пӗлтернӗ. Пӑрачкав районне Республика кунӗ умӗн 100 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа республика бюджетӗнчен пулӗ. Ку укҫапа района хӑтлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ объектсене хута ярӗҫ, уяв мероприятийӗсене ирттерме хатӗрленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Харӑс тӑрса ӗҫленине мӗн ҫиттӗр Ҫиекен лаша ҫултан юлман теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинеми-мучисем ӗҫлекен ҫын пурӑнма хӑват илет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫулне кура мар чӗрӗ. Вӗсем социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле час-часах кӑштӑртатаҫҫӗ: ҫулла — хушма хуҫалӑхра, хӗлле — картишӗнче. Юлашки кунсенче ҫанталӑк тӑман ҫусах тӑчӗ, тавралӑха хӳтерчӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ центрӗсенче (урӑхла каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) хӳтлӗх тупнисем хӗллехи вӑхӑтра картише юртан час-часах тасатаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшра харӑс тӑрса ӗҫлени йышри туслӑха ҫирӗплетет, сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса ӗҫленӗ чух вӑхӑт сисӗнмесӗр тата хаваслӑ иртет, пуҫ та уҫӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() «Советская Чувашия» хаҫата вулакансем Александр Егорова, унӑн спорт ҫинчен ҫырнӑ статйисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Шел те, вӑл паян, нарӑсан 21-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Александр Афанасьевич 57 ҫулта пулнӑ. Александр Егоров 1998 ҫулта «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫата вӑл 2006 ҫулта килнӗ. Малтан – корреспондентра, кайран аслӑ корреспондентра тӑрӑшнӑ. Александр Егоров журналист ӑсталӑхӗпе иртнӗ республика конкурсӗсене нумай хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ. Спорт тишкерӳҫи Раҫҫейри, республикӑри аслӑ шкулсенчи студентсемпе, редакцие практикӑна килнӗкерсемпе, ӗҫленӗ. «Саша Егорова ҫӑлма май килмен. Редакци Саша вилӗме парӑнтарасса юлашки тумлам юличчен ӗненчӗ», — тенӗ «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владмир Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприяти автобусӗ Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗнчи 13-мӗшпе 18-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче эсир ҫак хыпарсем паллашма пултартӑр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • «Хыпар» хаҫат тилхепине малалла кам туртса пырасси пирки пӗлтертӗмӗр; • «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗнче миҫе хӗрарӑм пулни пирки каласа патӑмӑр; • Вячеслав Телятов телеоператор пирӗнтен уйрӑлса кайнине пула хурлантӑмӑр; • Чӑваш чӗлхине тӗпчеме ҫамрӑк чӗлхеҫе мӗн хистени ҫинчен хыпарларӑмӑр; • Пире хурлантаракан тепӗр хыпар — ача пахчисене чӑвашла ятсем парасшӑн пулманни; • «Хавал» уйлӑха кайма пуҫтарӑнакансемшӗн вара ыр хыпар пӗлтертӗмӗр; • Татьяна Акимовӑшӑн пӑшӑрхантӑмӑр; • Тепӗр йӗлтӗрҫӗ вара Эрзурум хулинче ҫитӗнӳ тума пултарнӑ; • Чукун ҫул ҫинче хӗр пурнӑҫӗ татӑлни те пире самай хумхантарчӗ; • Пирӗн Элтепер пирки хӑш Китай хаҫатӗнче статья тухни пирки сире систертӗмӗр. | ||
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑх пусса сутас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илесси пирки чӑх-чӗп хапрӑкӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Предприяти чутах панкрута тухманни пирки унччен пӗлтересех тӑнӑччӗ. Телее, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Ӑна ҫак кунсенче урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Предприятие Тутарстанри «АГРОСИЛА» ял хуҫалӑх холдингӗ туянӗ. Ҫак холдингах Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянасси пирки те нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хуҫа улшӑнсан та вӑл ҫак енӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать. Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ. Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |