Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Элтепер нимеҫӗсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 21.03.2018 19:33 | 1395 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ тӑвакансен юхӑмне аталантарма пулӑшакан канаш йӗркелесе ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Нимеҫӗсен (волонтерсен) канашӗ республика ертӳҫи ҫумӗнче ӗҫлӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку канаш влаҫ органӗсемпе хастар ҫынсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме, ырӑ ӗҫ пурнӑҫлакансен юхӑмне вӑй илме пулӑшма кирлӗ.

Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтерсен) шучӗ ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпе 1,6 пин пӗрлешӳ йӗркеленнӗ, вӗсенче 47 пин нимеҫӗ шутра тӑнӑ.

Хӑш-пӗр нимеҫӗсем хӑйсен организацийӗсене официаллӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе ун пеккисем пирӗн тӑрӑхра — 5-ӗн. Нимеҫӗсен йышӗ малашне тата хушӑнса пырасса шанаҫҫӗ.

#нимеҫӗсем, #Хӑйирӗкҫӗсен ҫулталӑкӗ, #канашсем, #хушусем, #Вӗренӳ министерстви, #Элтепер, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем