Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Енри министра урӑх пукан шаннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 18.01.2018 12:19 | 2560 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗнче тӑрӑшнӑ Юрий Исаев ӗнертенпе ку пукана йышӑнмасть. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ 11-мӗш номерлӗ хушупа килӗшӳллӗн Юрий Николаевича республика Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑ. Пӗчӗк кӑна специалист мар. Администраци Ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ ӑна.

Юрий Исаев вӗренӳ министрӗн пуканне 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл ултӑ ҫул Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтне ертсе пынӑ.

Чӗлхеҫӗ-ӑсчах урӑх ӗҫе куҫнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне Сергей Кудряшова шаннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ алӑ пуснине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #хушусем, #тӳре-шара, #Элтепер, #ӗҫ вырӑнӗсем, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1959.73.4159
2018.01.18 12:49
Agabazar
Ну, вăт, Станьялпа тĕл пулса калаçнин пĕлтерĕшĕ халь мĕн патне пырса çаврăнать?
Колхозник // 9259.3.8429
2018.01.20 05:59
Фашизм тени пуç çĕклеме тытăннине пĕльтерет ? Сакăр вун тăватă процент тăван чĕльхе чăваш чĕлхи тесе çырнине вĕсем каçармĕç ? Тен шкулта та малалла чăваш чĕльхинчен "зачистка" тумалла вĕсемшĕн ? Ĕçрен кăларнă,паллах хăйĕн ирĕкпе мар,надавили? Халăха улталама "пысăк " çĕре куçарнă пекки тунă ? Кун пекех пулсан Шупашкарта "Фашизма çĕкленме памастпăр" тесе пухăнса пĕрле утма та пуçламалла пулĕ ? Ятарласа лартман, тĕрлĕрен халăх чăн ертÿçисем мĕн шутлаççĕ ? Заявка памалла пулĕ? Ялти çынăн ыйтма юрать пулĕ тетĕп ăслисенчен. Мĕн шутлатăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем