Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, наркоманипе чирлисен йышӗ 15,5% чакнӑ. Наркотик тутанакансен 89 проценчӗ — арҫынсем, тепӗр 11% — хӗрарӑмсем. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн наркотиксемпе кӗрешекен комисси ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑх управленийӗн пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ираида Алексеева пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне вӑл наркотикпа айкашакансен ытларах пайӗ — 57,1% — 18-30 ҫулсенче пулнине, наркомансен 78,5% ниҫта та ӗҫлеменнине е ӗҫ килӗшӗвӗсӗрех вӑй хунине палӑртнӑ. Наркомансен йышӗ ӑҫта ытлараххи те паллӑ: вӗсем Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пирӗн регионта ачасене наркобизнеса явӑҫтаракансем тупӑнсах тӑни пирки сӑмах хускатнӑ.