Сумлӑ сӑмах
Республикӑра
Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем. Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ. Анчах ватӑ ҫын пӗчӗк ача пекех-ҫке-ха вӑл, унран пӗр самантлӑха та куҫ вӗҫертмелле мар. Пенси самаях илетчӗ. Пенси валеҫмелли кун ҫитсен ачи-пӑчи «чӗрӗлсе» тӑрать. Пурне те укҫа кирлӗ. Пӗр мӑнукӗ килсе макӑрать: «Пирӗн кредит тӳлемелле, укҫа ҫитмест». Тепри пырса йӑлӑнать. Ҫапла ватӑскерӗн укҫине пайласа пӗтеретчӗҫ. Пӗррехинче ветеран арпашӑнса кайнӑ та килтен тухса утнӑ. Темиҫе кун шырарӗҫ ӑна. Ҫуркуннеччӗ, кӑштах сивӗрехчӗ. «Ватӑ, таҫта шӑнса вилчӗ пуль», — калаҫкаларӗҫ ялта. |
Республикӑра
![]() Вӑрнарта хальхи йышши кинозал уҫӑлнӑ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ. Ку кинозала ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсанӑ. 100 пинрен ытларах ҫын пурӑнакан ял-хулара вырнаҫнӑ кинозалсене ятарласа юсама тытӑннӑ. Вӑрнарти клубсен централизациленӗ тытӑмӗ кино кӑтартмалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсем туянма 5 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ. Унпа сасӑ хатӗрӗсем, киноэкран, пукансем туяннӑ. Вырӑнти хыснаран укҫа уйӑрнӑ. Унпа вара урай сарнӑ, кинобудка лартнӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме, пӗчӗк зала юсанӑ. Халӗ кино курма кӳршӗ районсенчен те килме пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта кунашкал 5 зал уҫӑлнӑ, кӑҫал вара – 7. Кинозал валли ят тупас тесе ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Чылайӑшӗ «Звездный» ята суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Сител ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене халалласа хӑйне евер палӑк лартнӑ. Ӑна уҫмашкӑн ятарласа Мускавран, ют ҫӗршывран хӑнасем килнӗ. Вӗсен йышӗнче – Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов. Дмитрий Матвеев вӑрҫа хутшӑннӑ. Унӑн тӑванӗсем ялта пурӑнаҫҫӗ. Дмитрий Матвеев вӑрҫӑ пирки вӗсене нумай каласа кӑтартнӑ. Дмитрий Матвеев ҫӗршыври пӗрремӗш ракетчиксен йышне кӗнӗ. Ҫавна май ентешӗсем тӗп урамра ветеран вӑрҫӑ витӗр тухнӑ артиллерие – «Катюшӑна» - лартма шухӑшланӑ. Вырӑнти депутатсем РФ Хӳтӗлев министерствине ҫырса янӑ. Анчах унта палӑк валли «Катюша» тупма хӗн пулни пирки хурав килнӗ. Кун пирки Николай Гаврилов пӗлнӗ. Вӑл Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ-ҫке-ха. Вӑл ялта «Катюшӑн» прототипне «Град» тытӑма лартма сӗннӗ. Палӑка шӑпах Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал шкул умӗнхи ачасен парадне чылаййӑн хутшӑннӑ. Ку – рекорд. Унта 111 ача пахчинчи 2 пине яхӑн шӑпӑрлан пуҫтарӑннӑ. Ачасем вӑй-хал культурин инструкторӗпе пӗр уйӑх репетици ирттернӗ, ҫурӑма тӳрӗ тытма, стройпа утма вӗреннӗ. Хӗрлӗ тӳремри парада килмешкӗн конкурс витӗр тухма тивнӗ. Унта чи ӗҫченнисем, маттуррисем лекнӗ. Ачасем парада питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унта кашнинех хутшӑнас килнӗ. Ҫанталӑк питех хитре пулман, анчах ачасен кӑмӑлне ку пӑсман. Вӗсем ҫирӗппӗн пусса тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ. Шӑпӑрлансем МЧС, гусар, моряк тумӗсене тӑхӑннӑ. Чылайӑшӗ парада пӗрремӗш хут тухнӑ. Пӗчӗк салтаксене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Парадра стройпа ача пахчинчи шӑпӑрлансем кӑна мар, шкул ачисем те утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне те фанфурик суттармӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ тата полици пуҫлӑхӗ калаҫса татӑлнӑ. Аса илтерер: республикӑра фанфурика пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен суттармаҫҫӗ. Ҫакна Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Нумаях пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов тата Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ведомство элчисем тата министерствӑсем анлӑ лару ирттерӗҫ, унта фанфурик сутассине Роспотребнадзор, Росздравнадзор, РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫисемпе сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх пур, ҫавна май республикӑра ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Кунашкал режим ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Мотрин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑмналла. Вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнечи типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑхӑнмасан явап тыттарӗҫ. Тӗплӗнрех каласан, штраф тӳлеттерӗҫ. Граждансен 2-4 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Должноҫри ҫынсен – 15-30 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсен 400-500 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2019 ҫул тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫине 28 пин тенкӗ таран ӳстересшӗн. Ҫакнашкал «ҫул-йӗр карттине» Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ҫирӗплетнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал вӑтам ӗҫ укҫи 24 пин тенкӗ те 320 тенкӗпе танлашмалла. Ҫитес ҫул вара ку кӑтарту 26 пин тенкӗпе танлашмалла. 2019 ҫул тӗлне вара 27 пин те 950 тенкӗпе танлашмалла. Анчах чӑн шалу вара кӑҫал 1,4 процент ӳсӗ. 2018 ҫулта вара – 2 процент, 2019 ҫулта 2,3 процент хӑпарать. Кунсӑр пуҫне пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен сахалрах шалу илекен халӑхӑн процентне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗр 18,8 процента ҫитнӗ. 2019 ҫулта – 18,1 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене те вӑраха ямасӑр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ чух та хускатнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев паянхи куна Чӑваш Енре 18,5 пин ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑннине пӗлтернӗ. 2010-мӗш ҫултанпа 5878 вӑрҫӑ ветеранне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 98 ветеран ҫурт-йӗр черетне тӑнӑ, вӗсенчен 4-шӗ — вӑрҫӑра сусӑрланнӑ ҫынсем. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтӑвне вӑраха тӑсмасӑр татса памаллине асӑрхаттарнӑ. Ларура ветерансен сывлӑхне тӗрӗслес, вӗсене эмелпе тивӗҫтерес ыйтусене те тишкернӗ. Аса илтерер, Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шабаровсем Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ветеран пӗрле 60 ҫул пурӑннине палла тунӑ. Шабаровсем ЗАГСӑн хисеплӗ юбилярсен кӗнекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура алӑ пуснӑ. Алексей Никонович — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Украинӑра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен службӑра юлнӑ. Вӗсем бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Алексей Никонович тӑван тӑрӑха 1951 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Пулас мӑшӑрне Роза Петровнӑна вӑл театрта тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пӗрлешнӗ. Вӗсем хӗрпе ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: мусӑкҫӑ пулнӑ. Мӑшӑр юратупа хисепе мӗнле упраса хӑварнӑ-ха? Роза Петровна вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кунне пӗр-пӗрне 4 хутран кая мар ыталамалла. Шабаровсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, 60 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӳнни йӳнеҫтерет, хакли хакне кӑларать теҫҫӗ те... Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем туянма аукцион ирттерессине, парк валли икӗ автомашина туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, «Правда ПФО» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗн Администрацийӗн гаражӗ ҫывӑх вӑхӑтра люкс шутланакан ҫичӗ автомобиль туянма палӑртнӑ. Анчах Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти штабӗн хастарӗсем тӳре-шара валли апла машинӑсем илнине хирӗҫ иккен. 2,8 миллион тенкӗ парса икӗ автомобиль туянас шухӑш килӗшменнине палӑртакан тата йӳнӗрех машина туянма сӗнекен хыпара Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн сайтӗнче пичетленӗ. Аса илтерер, машина туянмалли аукцион ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |