Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Нумаях пулмасть ӑс-тӑн енчен хавшакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраса тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Унӑн хӗрӗ Анна Немцева каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ ӑс-тӑнпа арпашӑнса каять.

Ольга Иванова Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ывӑлӗпе пурӑнать. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл килтех пулнӑ. Ывӑлӗ кӳршӗ яла аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унтан нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Ун чухне амӑшӗ килте пулман.

Хӗрарӑм килтен ӑшӑ тум тӑхӑнмасӑрах тухса кайнӑ. Юлашки хутчен ӑна ялти пӗве патӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче 23 сехетре курнӑ.

Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫырма-ҫатрара шырать. Хӗрарӑма курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89656844449 тата 89877351755.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40113
 

Республикӑра
Иккӗн иккӗнех...
Иккӗн иккӗнех...

Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта.

Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать.

 

Республикӑра

Ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ 2012 ҫултанпа «Лучший общественный воспитатель года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх общество воспитателӗ) конкурс ирттерет. Пӗлтӗр ку ята илессишӗн 23 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене конкурс комиссийӗ виҫӗ номинаципе палӑртнӑ.

«Чӗрене ачасене паратӑп» номинацире Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче педагог-психологра ӗҫлекен, Улатӑрта пурӑнакан Оксана Валдаева ҫӗнтернӗ.

«Гражданла позици» номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи Альбина Надеждинӑна палӑртнӑ. Хӗрарӑм Саланчӑкри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗнче тӑрӑшать.

«Ҫитӗнӳ патне ҫул» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Ҫӗнӗ Шупашкарти Алексей Орлов. Вӑл «Промэлектрострой» организацире химикра ӗҫлет. Ӑна хулари 17-мӗш шкулта ашшӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ.

 

Республикӑра

Паян Мускавра Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем валли телеканал суйлас енӗпе Федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ пирӗн пата: Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ.

Атӑлҫи федераци округӗнчи мӗнпур регионти 32 телеканала хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» тӗллевленнӗ.

Чи малтанах хӑйсен контентне 75 процентран сахал мар тунине, регионти халӑхӑн 50 проценчӗ курнине шута илнӗ. Конкурс комиссийӗ Наци телекуравӗн хӑйӗн вещани сетки пуррине, хыпарсен кӑларӑмӗсем кулленех тухнине, хӑлха илтменнисем валли субтитрсем пуррине, кӑларӑмсене чӑвашла хатӗрленине пысӑк хак панӑ.

 

Республикӑра

Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче ирттересси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ку ыйтӑва канашлура сӳтсе явнӑ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӑрачкав районӗнчи 2016 ҫулти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Элтепер канашлура лайӑх хыпар пӗлтернӗ. Пӑрачкав районне Республика кунӗ умӗн 100 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа республика бюджетӗнчен пулӗ.

Ку укҫапа района хӑтлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ объектсене хута ярӗҫ, уяв мероприятийӗсене ирттерме хатӗрленӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40088
 

Республикӑра
Харӑс тӑрса ӗҫленине мӗн ҫиттӗр
Харӑс тӑрса ӗҫленине мӗн ҫиттӗр

Ҫиекен лаша ҫултан юлман теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинеми-мучисем ӗҫлекен ҫын пурӑнма хӑват илет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫулне кура мар чӗрӗ. Вӗсем социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле час-часах кӑштӑртатаҫҫӗ: ҫулла — хушма хуҫалӑхра, хӗлле — картишӗнче.

Юлашки кунсенче ҫанталӑк тӑман ҫусах тӑчӗ, тавралӑха хӳтерчӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ центрӗсенче (урӑхла каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) хӳтлӗх тупнисем хӗллехи вӑхӑтра картише юртан час-часах тасатаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшра харӑс тӑрса ӗҫлени йышри туслӑха ҫирӗплетет, сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса ӗҫленӗ чух вӑхӑт сисӗнмесӗр тата хаваслӑ иртет, пуҫ та уҫӑлать.

 

Республикӑра

«Советская Чувашия» хаҫата вулакансем Александр Егорова, унӑн спорт ҫинчен ҫырнӑ статйисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Шел те, вӑл паян, нарӑсан 21-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Александр Афанасьевич 57 ҫулта пулнӑ.

Александр Егоров 1998 ҫулта «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫата вӑл 2006 ҫулта килнӗ. Малтан – корреспондентра, кайран аслӑ корреспондентра тӑрӑшнӑ.

Александр Егоров журналист ӑсталӑхӗпе иртнӗ республика конкурсӗсене нумай хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Спорт тишкерӳҫи Раҫҫейри, республикӑри аслӑ шкулсенчи студентсемпе, редакцие практикӑна килнӗкерсемпе, ӗҫленӗ. «Саша Егорова ҫӑлма май килмен. Редакци Саша вилӗме парӑнтарасса юлашки тумлам юличчен ӗненчӗ», — тенӗ «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владмир Васильев.

 

Республикӑра
«Чӑвашавтотранс» предприяти автобусӗ
«Чӑвашавтотранс» предприяти автобусӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ.

Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗнчи 13-мӗшпе 18-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче эсир ҫак хыпарсем паллашма пултартӑр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

«Хыпар» хаҫат тилхепине малалла кам туртса пырасси пирки пӗлтертӗмӗр;

«Хыпар» хаҫатӑн редакторӗнче миҫе хӗрарӑм пулни пирки каласа патӑмӑр;

Вячеслав Телятов телеоператор пирӗнтен уйрӑлса кайнине пула хурлантӑмӑр;

Чӑваш чӗлхине тӗпчеме ҫамрӑк чӗлхеҫе мӗн хистени ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Пире хурлантаракан тепӗр хыпар — ача пахчисене чӑвашла ятсем парасшӑн пулманни;

«Хавал» уйлӑха кайма пуҫтарӑнакансемшӗн вара ыр хыпар пӗлтертӗмӗр;

Татьяна Акимовӑшӑн пӑшӑрхантӑмӑр;

Тепӗр йӗлтӗрҫӗ вара Эрзурум хулинче ҫитӗнӳ тума пултарнӑ;

Чукун ҫул ҫинче хӗр пурнӑҫӗ татӑлни те пире самай хумхантарчӗ;

Пирӗн Элтепер пирки хӑш Китай хаҫатӗнче статья тухни пирки сире систертӗмӗр.

Малалла...

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑх пусса сутас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илесси пирки чӑх-чӗп хапрӑкӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Предприяти чутах панкрута тухманни пирки унччен пӗлтересех тӑнӑччӗ. Телее, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Ӑна ҫак кунсенче урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Предприятие Тутарстанри «АГРОСИЛА» ял хуҫалӑх холдингӗ туянӗ.

Ҫак холдингах Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянасси пирки те нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хуҫа улшӑнсан та вӑл ҫак енӗпех ӗҫлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 452, 453, 454, 455, 456, 457, 458, 459, 460, 461, [462], 463, 464, 465, 466, 467, 468, 469, 470, 471, 472, ...623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ