Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ ҫывӑхӗнчи свалка ҫунма тытӑннӑ. Паянхи кун та ӑна сӳнтермен-ха.
Унта пурӑнакан ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, таврара лайӑх мар шӑршӑ тӑрать. Свалка 100 тӑваткал метр ҫуннӑ, ҫавӑнпа ӑна сӳнтерме йывӑр.
«Свалка ҫунма тытӑннӑ кун хӗвеллӗччӗ. Тен, вӑл хӗвел пайӑрки лекнӗрен ҫунма тытӑннӑ. Унта халӗ бульдозер ӗҫлет, вӑл ҫунакан вырӑнсене тӑпрапа хуплать. Ҫулӑма пичкепе кӳрсе килнӗ шывпа та сӳнтереҫҫӗ», - тенӗ управляющи компанийӗн директорӗ Владислав Яковлев.
Ку лару-тӑрӑва ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тӗрӗслесех тӑрать.