Республикӑра
![]() 2017 ҫулта Чӑваш Ен хыснинче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 5 миллиард тенкӗ ытларах пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку министерствӑсене хӑйсен ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлама пулӑшӗ. Республика хыснинчи укҫан 90 процентне вӗренӳ, социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, экономика тытӑмӗсене ярӗҫ. Кунсӑр пуҫне бюджетниксен ӗҫ укҫине хӑпартма укҫа ярӗҫ, инфратытӑма аталантарӗҫ. Кӑҫал шкулсем хута яма палӑртнӑ, ялсенче федьдшерпа акушер пункчӗсене тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Хыснари укҫа планетари тӑвас ҫӗре те кайӗ. Ялсенчи, хуласенчи ҫулсене юсамашкӑн тата тумашкӑн 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Екатерина Москаленко Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнчи ватӑпа Республикӑра пурӑнакан пӗччен кинемисемпе мучисене социаллӑ ӗҫченсем пӑхса тӑма тивӗҫ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта та ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ. Ун тытӑмӗнчи социаллӑ ӗҫченсем стационарлӑ уйрӑмсенче (кусене тепӗр майлӑ ваттисен ҫурчӗсем теҫҫӗ) пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗпе кӑна мар, хайсен килӗнче тӗпленнисен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗпе те вӗсем кӑсӑкланаҫҫӗ. Ваттисен ҫурчӗсенче хӳтлӗх тупнисене кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑраҫҫӗ пулсан килте пурӑнакансем патне социаллӑ ӗҫченсем ун пек пырса тӑраймаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 1-мӗш уйрӑм ертӳҫи Екатерина Москаленко Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унти 7 яла ҫитсе ватӑсен пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре тӑватӑ ача пахчи уҫӑлӗ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула, Радужнӑй, Алькеш микрорайонӗсенче ҫӗнӗ ача пахчисен алӑкӗсем уҫӑлӗҫ. Ҫуртсене ҫур ҫул иртиччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах ача пахчисен ячӗсем хальлӗхе ҫук. Вӗсен ятне сӗнме ҫынсенчен ыйтаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ача пахчисен ячӗсене ҫынсем хӑйсем суйлаҫҫӗ. Хальхинче те Шупашкар хула администрацийӗ ыйтӑм ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнче пуҫланнӑ, нарӑс уйӑхӗн варриччен пырӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне ҫынсем 42 ят сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче браконьерсем икӗ хир сыснине персе вӗлернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мешӗнче 19 сехетре рейд вӑхӑтӗнче икӗ арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем хир сыснине вӑрмантан илсе тухса машинӑна тиенӗ. Такам хир сыснисене ҫитерсе самӑртни пирки полицие унчченех хыпар ҫитнӗ. Оперативниксем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Иккӗмӗшӗ вӑрманта тарса ҫухалнӑ. Арҫыннӑн сунара тухма ирӗк панӑ документ пулман. Машинӑра пӑшал тупнӑ. Ҫавӑнтах хир сыснин ашӗ выртнӑ. Тепӗр арҫынна тепӗр кунхине тытса чарнӑ. Вӗсем патшалӑха 120 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Канашри 12-мӗш ача пахчине Роспотребнадзор хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне пӳлӗмсенче сывлӑш температури пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна май кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче суд приставӗсем ача пахчине 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ. Ку йышӑну хыҫҫӑн ача пахчин ертӳлӗхӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Роспотребнадзор каллех тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хальхинче йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче суд приставӗсен йышӑнӑвне вӑхӑт ҫитиччен пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ача пахчи унчченхи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Рената Кузьмина Чӑваш Енре шкул умӗнхи вӗренӗве пуҫарса янӑ Рената Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Рената Борисовна Шупашкарти педагогика колледжне уҫнӑ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра шкул умӗнхи вӗренӳпе коррекци педагогикине пуҫарса янӑ. Рената Борисовна кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл хӑйӗн карьерине 1955 ҫулта Ҫӗмӗрлере пуҫланӑ. Тепӗр 10 ҫултан ӑна ЧР Вӗренӳ министерствин шкул умӗнхи вӗренӳ воспитанийӗн инспекторӗн тивӗҫне шаннӑ. Унта вӑл 35 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе ача пахчисем, ача ҫурчӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ. Рената Кузьмина 80 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшпе 22-мӗш кунӗсенче пирӗн сайт ҫак чи пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатрӗ (чи нумай пӑхни тӑрӑх йӗркеленӗ): • Пирӗн сайтҫӑсем суйланӑ Ҫулталӑк ҫыннине палӑртрӑмӑр (вӑл ята икӗ ҫын тивӗҫрӗ); • Светлана Петровӑна мӗн сӑлтава пула канма яма пултарнине пӗлтертӗмӗр; • Пирӗнтен яланлӑхах паллӑ вӗҫевҫӗ тата фотограф Тимофеев уйрӑлса кайрӗ; • Дмитрий Михлеев 75 тултарнине те пӗлтертӗмӗр; • Телеграмм мессенджерта чӑвашла интерфейс пуласси чылайӑшне килӗшрӗ ӗнтӗ; • Энтип Ваҫҫине те 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ӗлкӗртӗмӗр; • Шупашкарта та авиабомба кӑларасси вара пире шухӑша ячӗ; • Г. Тусли Упи шкулӗнчи ачасемпе тӗл пулни пирки пӗлтертӗмӗр; • Кашмашсене кам шкул туса парасси пирки те каласа патӑмӑр; • Ҫавӑн пекех Раиса Терюкова ӳкерчӗкне мӗнле министр туянни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтра кашни кун ҫӗнӗ хыпар. | ||
Республикӑра
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Чӑваш Енре Крымри автомобиль номерӗсене, 82-мӗш регион тесе палӑртнисене, пама тытӑннӑ. Унашкаллисем пирӗн республикӑна 1000 штук килнӗ. Регистраци номерӗсене илме меллӗ пултӑр тесе федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ машина хуҫин пропискипе транспорт номерӗ ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа номер фондне оптимизацилес тесе ытти регион номерӗсене те пама йышӑннӑ. 82-мӗш регион номерӗсене Шупашкарта тата Канашра илме пулать. Анчах Крым номерӗсем ҫынсене питех кирлӗ мар пулмалла. Специалист каланӑ тӑрӑх, ҫав номерсене парса пӗтернипе пӗтерменни пирки шӑнкӑравласа ыйтаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ 21-мӗш регион номерне илме май пур. Чӑнах та, ытларахӑшӗ хамӑр регион номерне илесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче икӗ ҫулти ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Пульницӑра хӑй выртакан хутри хӗрарӑмсене вӑл «анне» тет. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Людмила Никифорова пӗлтернӗ. Ача пульницӑра пӗр уйӑх ытла выртать. Амӑшӗ ку таранччен пӗрре те килсе курман. Ача пӗчченех выртать. Тӑванӗсем те килсе курӑнмаҫҫӗ. Ача типтерлӗ курӑнать. Медсестра каланӑ тӑрӑх, ача пӗрремӗш хут выртмасть унта. Ашшӗ-амӑшӗнчен ӑна тӑватӑ хутчен туртса илнӗ. Раштав уйӑхӗнче ачана амӑшӗ кӳршисем патӗнче хӑварнӑ-мӗн. Хӑй темиҫе кунлӑха ҫухалнӑ, таврӑнма шантарнӑ. Анчах хӗрарӑма халӗ те никам та курман. Халӗ ачана кукамӑшне пама документсем хатӗрлеҫҫӗ. Лешӗ Красноармейски районӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакассинчи Дмитрий Гаврилов, 14 ҫулти шкул ачи, ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, вӑл тупӑннӑ. Халӗ республикӑра 13 ҫулти Виктория Березкинӑна шыраҫҫӗ. Вӑл, Шупашкарта пурӑнаканскер, шкула кайма тухнӑ та киле таврӑнман. Ӑна полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Викторийӑна юлашки хутчен кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла курнӑ. Вӑл шкулалла утнӑ. Вика 13-ре кӑна пулсан та 15–16 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн ҫӳҫӗ — хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ. Вӑл кӑвак куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача класри тепӗр тусӗн ушкӑнӗнче пулнӑ. Вика кӳршӗ республикӑра пулма пултарни пирки верси пур. Вика Березкинӑна куракансене -- -- -- е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |