Республикӑра
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви кӑҫал Улатӑрта, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче тата ҫак районти Пӑва ялӗнче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Ҫапла майпа асӑннӑ тӑрӑхсенче тӗпленнӗ ҫынсем виҫӗ ҫул хушшинче таса шывлӑ пулӗҫ. Йӗпреҫ районӗнче шыв ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи ҫулла унти ҫынсем прокуратурӑна ҫыхав ҫырса пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӗсен килӗнчи кранран тутӑх тӗслӗ шыв юхнӑ. Ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑтранчӑк шыв ӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть-мӗн. Ҫак тӑрӑхсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе республика хыснинчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. 2012–2013 ҫулсенче проектпа смета документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |