Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын унчченхи савнине ниепле те манайман курӑнать. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне вӑл алӑка ватса виҫӗ хутчен пырса кӗнӗ. Ҫавна пула РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пайӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне упӑшка пулса пӗтереймен арҫын ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Ӳсӗрле те кӗнӗ вӑл, урӑлла та. Савни пулнӑ хӗрарӑм кӗртменрен арҫын хваттер алӑкне ватнӑ.
Ҫын килне ирӗксӗр талпӑнакан этеме РФ Пуҫиле кодексӗн 139-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. Арҫын саккуна пӑснине хӗрарӑм та ҫирӗплетнӗ, алӑк ватнине асӑрхакансем те пулнӑ, ҫавна ӗнентерекен ытти факт та ҫителӗклӗ теҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.