Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Пӑтӑрмахлӑ ЕТК

Аçтахар Плотников14.12.2017 10:568639 хут пӑхнӑ

Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм.

Пӑтӑрмахсем пирки

Пӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ. Кун чухне мӗн тумалла-ши? тесе банк ӗҫченӗсене шырама кайрӑм. Чирлӗ пулнӑран банкоматра хамӑн карточка юлни пирки шутламарӑм пулас. Ахаль чухне кӗпӗрленсе ҫӳрекенсем темскер ман ума тӗл пулмарӗҫ. Банкомат патне таврӑнтӑм та лешӗ ман укҫа карточкине ҫӑтса та янӑ иккен (ют ҫын аллине ан лектӗр тесе). Хайхи ӑна тавӑрас енӗпе пулӑшу ыйтма кайрӑм — карточкӑна паспортпа ҫеҫ кӑларса парайраҫҫӗ; ПТК ҫине ҫитеймен укҫана вара К. Маркс урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ уйрӑмра кӑна хушайраҫҫӗ. Ман ҫумра паспорчӗ ҫукччӗ, ҫавӑнпа укҫа карточкине ун чухнех тавӑраймарӑм. ПТК пирки калас пулсан ун чухне вӑхӑчӗ каҫалапаччӗ, транспорт карточкипе ӗҫлекенсен вӑхӑчӗ тухнӑ терӗҫ, тепӗр кун кайма сӗнчӗҫ. Чирлӗскер темиҫе кун хуланалла тухас темерӗм, килте сипленме шутларӑм. Ҫавна май укҫа карточки патне паспортпа тепӗр эрнере ҫеҫ ҫитрӗм. Иккен, ҫав кунах е тепӗр кун карточкӑна илеймесен ӑна инкассаторсем тӗппипе пӗтереҫҫӗ. Ҫапла май ман укҫа карточкине ҫӗнӗрен тума тиврӗ (юрать-ха, ку тӳлевсӗр). ПТК ҫинчи укҫана вара леш уйрӑма ҫитсен тавӑрса пачӗҫ.

Иккӗмӗш пӑтӑрмахӗ нумай пулмасть пулса иртрӗ. Хальхинче «МТВ-Центр» суту-илӳ комплексне ҫитнӗскер ҫак ПТК ҫине укҫа хурас терӗм. Анчах ман умра йывӑрлӑх сиксе тухрӗ — банкомат сӗнекен менюре ниепле те ҫак карточка ҫине хумалли пая тупаймастӑп. Виҫҫӗ-тӑваттӑ та хӑтланса пӑхрӑм — манран пулмарӗ. Юнашарринче ҫынсем хураҫҫӗ те каяҫҫӗ, ман вара пулмасть. Юлашкинчен вара халӑхран ыйтрӑм. Вара ӑҫта пусмаллине ӑнлантарса пачӗҫ. Эп ку япала укҫа хурасси тесе «Платежи и переводы» ҫине пусатӑп, «ухмаххи». «Ӑслисен» шучӗпе вара ПТК тултарасси — те «Информаци», те «Сервис» шутланать. Ытти уйрӑмсенче ятарлӑ инструкци ҫакӑнса тӑраканччӗ — кунта вара вӑл курӑнмарӗ. Ҫавна май аташса ҫӳреме тиврӗ те. Васкаттӑмччӗ, тата меню тӑрӑх аташса ҫӳрени самай кӑмӑла хуҫрӗ, тарӑхсах ҫитнӗччӗ. Ҫавна пулах ӗнтӗ ПТК ҫине укҫа хунӑ хыҫҫӑн хӑвӑрттӑн транспорт чарӑнӑвне васкарӑм. Троллейбус ҫине лартӑм та — ПТК карточки ҫумра ҫук иккен. «Пичет ҫуртӗнче» анса каялла МТВ-Центра васкама тиврӗ. Тавах ырӑ ҫынсене! Ман карточкӑна асӑрханӑ хыҫҫӑн хӑйсен кӗсьине чиксе хуман, банкоматпа юнашар кӑларса хунӑ. «Пичет ҫурчӗ» чарӑнуран утнӑ май (унта самай утмалла!) шанчӑка ҫухатнӑччӗ ӗнтӗ, ҫӗнӗ карточка туянма тивни пирки кулянаттӑм. Тем те калаҫҫӗ пулин те ҫавах та пирӗн халӑхӑн сӑпайлӑхӗ пурах. Кайран, тепре транспорта ларсан, тӗрӗслерӗм те ПТК хамӑнниех пулчӗ. Ара, хамӑн карточкӑн номерне астумастӑп та: те ют карточкӑна илсе кайрӑм, те хамӑнне — пӗлес ҫук.

ПТК ҫитменлӗхӗсем

Чи пӗрремӗшӗ — ПТК карточкине «Перекет банкӗнче» ҫеҫ тултарма май пурри. Эпӗ, сӑмахран, урӑх банкпа усӑ куратӑп. Мӗншӗн мана ирӗксерлесе ҫав банк урлӑ кӑна ӗҫлеттермелле?

Иккӗмӗшӗ — ПТК тултармалли пая менюре таҫти шӑтӑка чиксе хуни. Интерфейса тунӑ чухне ӑна ҫынсене ӑнланмалла тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта вара — ӑҫта чиксе хума май пулнӑ ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ пек туйӑнать. Интуитивлӑ вӗт-ха Тӳлев енне пӑхатӑн. Санӑн вара «Сервис» («Информаци» марах пуль ӗнтӗ!) енне пӑхмалла иккен. Е кашни банкомат умӗнче инструкци ҫакса хумалла.

Виҫҫӗмӗшӗ — интернет-банк урлӑ карточкӑна тултарма май ҫукки. Тен, кӑна тума чӑн та йывӑр, анчах та ман шутпа тӑрӑшсан ку ӗҫе йӗркелеме пулатех.

Тӑваттӑмӑшӗ — ку япала NFC текен технологипе ӗҫлет. Унпалах payWave текенни те. Апла пулсан payWave урлӑ та ҫулҫӳревшӗн тӳлеме майсем тума пулать. Ак халь ман енчӗкре виҫӗ укҫа карточкинче ҫак payWave (тӳленӗ чухне пин-код пусса мар, карточкӑна тӗксе илме май параканни) пур. Ма вӗсемпе усӑ курма май туса парас мар?

Пиллӗкмӗшӗ — ПТК тултарас тесен ман темшӗн «хулана тухас» пулать. Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ хула шутланать пулин те кунта паянхи кун ПТК карточкине тултармалли майсем ҫук. «Перекет банкӗн» уйрӑмӗ пурччӗ те — хупӑнчӗ. Почта уйрӑмӗ пур та — ПТК тултарма май ҫук (ыйтмалла-ха, тен, туса панӑ).

Улттӑмӗшӗ — карточкӑна ҫухатсан нимӗн те тӑваймӑн. Укҫа карточки ҫухалсан банка шӑнкӑравласа унпа усӑ курассине чарма пулать. Кунта вара — унашкал нимӗнле май та ҫук. Ҫухатсан хӑвӑн тимсӗрлӗхе кӑна айӑплама пулать. Укҫине те тавӑраймӑн.

Ҫиччӗмӗшӗ — ку системӑна «ҫын валли» туни сисӗнменни. Усламшӑн тӑрӑшни ҫеҫ курӑнать. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Яндекс.Таксипе усӑ курнӑ чухне ман йывӑрлӑх сиксе тухрӗ. Лешсене ҫырса ятӑм та — каҫару та ыйтрӗҫ, 200 тенкӗлӗх тӳлевсӗр те ярӑнтарчӗҫ. Кунта вара? Никам та яваплӑ мар иккен. ПТК ҫине укҫа лекейменнишӗн ни «Перекет банкӗ» хӑйӗн ҫине явап илмерӗ, ни ПТК хуҫисем. Кашни пӗр-пӗрин ҫине йӑвантарчӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ шая туса ҫитерейменнине пула эп хам вӑхӑта ҫухатнишӗн те, карточкӑна ҫӗнӗрен тума транспорт тӑкакӗсем тухнишӗн (ара ун чухне пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнӑ пулсан ман вӗсем патне ярӑнма, укҫа пӗтерме тивмӗччӗ вӗт!) те нимӗнле компенсаци пирки те калаҫу пулмарӗ.

Вӑт ҫакнашкалтарах. Паллах, ытти ҫитменлӗхсем те пур. Ак, сӑмахран, пӗрре Ҫӗнӗ Шупашкара каякан мартшруткӑна лартӑм. Ытти чухне водителӗсем ПТК-па тӳлесен хакла ларни пирки асӑрхаттараканччӗ, кунхинче вара 24 тенкӗлӗх ҫапса пачӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Вӗсене лартса панӑ аппаратсем тем тесен те икӗ-виҫӗ хакпа ӗҫлеме пултараканскерсемех ӗнтӗ, анчах аппаланасшӑн мар пулас. Пуринчен те пӗр хак сӑптӑраҫҫӗ. Ҫапла май Ҫӗнӗ Шупашкара каякан маршрутка ҫула май пулин те ун ҫине ларсан ҫул хакӗ хакла ларать. Ҫавнашкал ҫитменлӗхсем пирки тахҫанах паллӑ пулин те вӗсене халӗ те пӗтерме шутламаҫҫӗ, ку тӗлӗшпе ӗҫлемеҫҫӗ.

Халӑхшӑн усӑ курма меллӗ япала пулса тӑтӑр тесен хула администрацинчен те, ПТК хуҫисенчен те, «Перекет банкӗнчен» те ҫирӗп ыйтас пулать — ку ҫитменлӗхсене пӗтермеллех. 4 тенкӗ перекетлени, паллах, ҫӑмӑллӑх. Ҫавах та ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ чылай ҫитменлӗх ӑна усӑсӑр хӑварма пултарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Антонина Андреева // 3820.46.5012
2017.12.15 15:54
Манпа та пӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗччӗ. Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 262 номерлӗ мартшруткинче мана та 24 тенкӗпе билет татса пачӗҫ. Билетне кайран кӑна асӑрханипе хамах айӑплӑ тесе шутларӑм та... ал султӑм.
2017.12.17 16:42
Аçтахар Плотников
ПТК-па паян тепĕр пăтăрмах пулса иртрĕ. МТВ-Центра кĕрсе тепре укçа хурасшăнччĕ те (малтанхи пĕтрĕ) май пулмарĕ. Перекет банкĕ банкомачĕ хайхи ПТК сервисĕпе çыханаймасть иккен. Ни эпĕ хураймарăм, ни унта тăракан ытти çынсем. Вара ПТК карточкисĕр (4 тенкĕ ытларах тÿлесе) паян ярăнса çÿреме тиврĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем