Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрнере нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. «Манӑн документсем» центра уҫнӑ ҫӗре ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен Александр Рыбаков, Етӗрне район пуҫлӑхӗ Олег Паликин, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов хутшӑннӑ.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Ирина Шоронова ҫӗнӗ ҫурт уҫӑлнӑшӑн савӑннӑ, куншӑн тӳре-шарана тав тунӑ. Етӗрне ҫыннисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Ара, нумай функциллӗ центрта халӗ кирек мӗнле документа та тутарма меллӗ.
Сӑмах май, Етӗрнери центра грант укҫипе ҫӗнетнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти экономикӑна аталантарма тата инвестици илӗртмелли майсем тума уйӑрса панӑ.