Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ветеринара Африка мурне сарӑлма панӑшӑн суд айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 20 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Суд тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Сӑрҫи Майданра тӑватӑ сысна чирленӗ. Вӗсен Африка мурӗ пулни пӑхсах курӑннӑ. Анчах ветеринар вӗсене сипленӗ. Лешсем вилсен ҫӳлтисене пӗлтермен.

Сыснасене ял хӗррине илсе тухнӑ, тимӗр контейнера чикнӗ. Ҫапла майпа Африка мурӗ сарӑлмалли вучах пулнӑ. Улатӑр районӗнче инкеклӗ луру-тӑру пулнӑ. Сыснасен тӗлӗшпе экспертиза ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38124
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла.

Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ.

 

Республикӑра
Вокзал вырӑнне вокзал
Вокзал вырӑнне вокзал

«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланӑ. ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑн. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку цифрӑсене «Правда ПФО» интернет-хаҫата республикӑн транспорт министрӗ Михаил Резников илсе кӑтартнӑ.

Кӑҫал «Чӑвашавтотрансран» «АвтоВАС» ҫӑмӑллӑхлӑ билтесен 20 процентне, укҫа ҫине куҫарсан ку 22 миллион тенкӗпе танлашнӑ, суд урлӑ шыраса илнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарнишӗн унитарлӑ предприятие хыснаран пӗр пайне кӑна субсидилеҫҫӗ-мӗн.

Маршрутсене оптимизацилес шутлӑ «Чӑвашавтотранс» Шупашкарти Хулаҫум вокзалпа усӑ курма пӑрахасшӑн. Хӑйӗн транспортне вӑл Вокзал ҫумӗнчи автостанцирен (вӑл унитарлӑ предприятин структура подразделенийӗ шутланать) ҫӳретме тытӑнасшӑн.

 

Республикӑра

Ку эрнере пӑр ҫинчен миҫе пулӑҫа ҫӑлнӑ-ши? Ку — виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Паян Муркаш районӗнчи Шомик ҫывӑхӗнче ИӖМ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынна пӑр ҫинчен ҫӑлнӑ.

Пӑр катӑлса Атӑл тӑрӑх юхса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пулӑҫсене те илнӗ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран 400 метр инҫӗше ҫитнӗ.

Инкеке лекнӗ пулӑҫсене ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫӑлнӑ. 13 сехет те 15 минутра вӗсене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Пулӑҫсем пурте — Шупашкарта пурӑнакансем, 28-29 ҫулсенчи арҫынсем. Вӗсем медпулӑшу илме хирӗҫленӗ.

Аса илтерер: чӳкӗн 17-мӗшӗнче тӑватӑ ҫынна Мари Эл енне пӑр илсе кайнӑ. Иртнӗ вырсарникун вара Муркаш районӗнче тӳрех 12 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн прокуратури сусӑрсен ыйтӑвӗпе пуҫласа уҫӑ канашлу ирттернӗ. Унта инвалидсене транспорт инфраструктурипе усӑ курма меллӗ маррине Сергей Легостаев прокурорпа ку тытӑмра ӗҫлекенсенчен пуҫласа социаллӑ службӑсенче тӑрӑшакансем, влаҫ орагнӗсенче тимлекенсем, суд приставӗсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем таранах хутшӑннӑ.

Сусӑрсемшӗн (республикӑра 88 пин инвалид пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ хӑйсем тӗллӗн утса ҫӳреймеҫҫӗ) социаллӑ инфраструктура меллӗ пултӑр тесе яваплисем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тени, паллах, тӗрӗс мар пулӗччӗ. Апла пулин те татман ыйтусем те ҫителӗклӗ. Кӑҫал кӑна прокуратура куҫӗ тӗлне йӗркене пӑснӑ 332 тӗслӗх лекнӗ. Тепӗр хутчен палӑртатӑп, ку вӑл — куҫа лекни кӑна-ха.

Паянхи форумра сӳтсе явнӑ ыйтусемпе яваплисем пӗрле пулса татса пама калаҫса татӑлнӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Раҫҫейре географи диктантне ҫырнӑ. Пирӗн республикӑра пурӑнакан 1600 ытла ҫын унта хутшӑннӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут ытларах.

Диктанта 2 лапамра ҫырнӑ. Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пулнӑ. Унта 650 ҫын килнӗ. Чылайӑшӗ акцие пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Университетра 8 аудиторире ҫыртарнӑ. ДЦПпа чирлекенсем те, куҫ япӑх кураканнисем те диктанта хутшӑннӑ. Диктантра телефона туртса илмен, ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче хуравсене пӑхма май пулнӑ паллах. Анчах никам та унпа усӑ курман, мӗншӗн тесен хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслес тенӗ.

45 минутра 30 ыйтӑва хуравланӑ. Пӗлтӗр 25 ҫеҫ пулнӑ. Кӑҫал диктанта вуламашкӑн паллӑ ҫынсене чӗнмен.

Кӑҫал диктанта ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ те ҫырнӑ. Кӑҫал ҫынсем ӑна миҫе баллӑх ҫырнӑ? Вӑхӑт кӑтартӗ. Пӗлтӗр вӑтам кӑтарту «3»-пе танлашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=14262
 

Республикӑра

Чӑваш Енре каллех узбексене тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем автобуса чарнӑ. Унта вара йӗркене пӑснӑ мигрантсем пулнӑ.

Ку Улатӑр хулинче чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Автобусра пӗтӗмпе Узбекистанран килнӗ 90 ҫын пулнӑ. Пурин документне те тӗрӗсленӗ.

Вӗсенчен 30-шӗн Раҫҫейре пулма юранӑ срок тухнӑ-мӗн. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Кашнине штрафланӑ. Пӗтӗмпе – 60 пин тенкӗлӗх.

Йӗркене пӑснӑ ҫынсен Раҫҫерен кӑларса яма йышӑннӑ. Вӗсем пирӗн пата тепӗр 5 ҫултан ҫеҫ килейӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38051
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫитес ҫул ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.

Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе, федерацин влаҫ органӗсен территорири ертӳҫисемпе, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен паянхи канашлура Михаил Игнатьев ҫитес ҫула Амӑшӗн тата ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнма сӗннӗ. Ку вӑл Михаил Васильевич пуҫарӑвӗ мар-мӗн, ҫапла тума ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. Аслисене хисеп тумаллине шута илсе Михаил Игнатьев ку сӗнӳпе килӗшнӗ.

ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре 12 ҫынна пӑр илсе кайма тытӑннӑ. Телее, вӗсене ҫӑлнӑ. Ку паян ирхине Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Пӑр ҫыранран катӑлса кайнӑ. Ун ҫинче вара 12 пулӑҫӑ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсене ҫӑлас операци 2 сехете тӑсӑлнӑ.

Пулӑҫӑсене 11 сехет 5 минутра ҫӑлнӑ. МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, пурне те ҫыран хӗррине, Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче, кӑларнӑ. Халӗ вӗсен сывлӑхӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38034
 

Республикӑра

Урамра юр хырнӑ-и? Шуса ӳкмелле пӑрлак-и? Эппин, Шупашкар хула администрацине ҫӑхав ҫырӑр. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятарлӑ сайт уҫнӑ. Унта ҫӑхавсене йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӑхав ҫырни ахаль юлмӗ. Ӑна хуравлаҫҫех. Ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем ӑна ӗҫлемелли 10 кунра хуравлӗҫ.

Шуҫлак вырӑна, юр хырман ҫӗртине сӑн ӳкерсе ҫыру ҫумне ҫирӗплетме пулать. Ку таранччен 1000 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсен 7 проценчӗ ҫулсене хырманнипе, пӑрлӑ ҫулсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне сапманнипе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/37984
 

Страницӑсем: 1 ... 473, 474, 475, 476, 477, 478, 479, 480, 481, 482, [483], 484, 485, 486, 487, 488, 489, 490, 491, 492, 493, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи