Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ Николай Морозов вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.10.2017 20:39 | 2141 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр.

Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.

Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.

Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.

Хушни (17.10.31 11:48): арӑмӗ патне шӑнкӑравларӑмӑр та пытарма тухнӑ ӗнтӗ тесе хыпарларӗ.

#Пуянкасси, #ҫухатусем, #радио, #культура, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Халӑх шкулӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 4098.88.8951
2017.11.01 15:55
Шартлами теттӗм ӑна вӑл студент чухне, чунӗпе ӑшӑччӗ, ӑсӗпе ҫивӗччӗ. Вӗренӳ ушкӑнӗн мухтарӗ чухне студентсене хытӑ пулӑшатчӗ.
Чӑваш журналистикинче ҫутӑ йӗр хӑварчӗ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, хӑюллӑ сӑмахҫӑ пулчӗ.
Ҫилҫунатҫӑсем пурнӑҫран вӑхӑтсӑр кайни ватӑ чӗрене касать. Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр... В.Ст.
Тимĕр Акташ // 2731.75.9262
2017.11.01 17:03
Тăпри çăмăл пултăр. Лайăх чăваш журналист пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем