Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хулан экс-пуҫлӑхӗ Леонид Черексов Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ. Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче виҫӗмкунтанпа тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев юпан 3-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ, канашӑн тӗллевӗпе паллаштаракан хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен канаш тӗллевне ятӗнченех ӑнланма пулать. Канашӑн тӑван республикӑмӑра аталантармалли сӗнӳсем хатӗрлемелле, тӗп задачӑсене палӑртмалла, вӗсене хӑш тапхӑрта тата епле пурнӑҫламалине кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе влаҫ органӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тыттарасси те ҫӗнӗ канаш яваплӑхӗ пулса тӑрать. Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленине кура Наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен канаша пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнче те стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе тимлекен канаш пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче. Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман... Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл ҫемьене йышӑннӑ тӑлӑх ачасене хӗненӗ. Ҫак хӗрарӑм виҫӗ тӑлӑх ачана хӑйӗн хӳттине илнӗ. 2012 ҫулта вӑл 1999, 2004 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасене тата 2005 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫын ачана ҫемьене йышӑннӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012–2016 ҫулсенче виҫӗшне те хӗненӗ: ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, пиҫҫихипе ҫапнӑ. Сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен пулнӑ: шкулта япӑх паллӑсем илнӗ, тумне вараланӑ, кӑлпасси татӑкне ыйтмасӑрах ҫинӗ, картишре туратсене пуҫтарман… Пӗррехинче хӗненӗ хыҫҫӑн ачасем ҫырмари ҫӑлкуҫ патне тарнӑ. Унта вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ. Халӗ следовательсем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче вӗрентекене халалласа палӑк лартасшӑн. Ӑна тепӗр ҫул вырнаҫтарасшӑн. 3 эскиз хатӗрленӗ ӗнтӗ. Скульптор хӑшне суйлӗ — ҫавна вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ӑна тупайман-ха. Палӑка 1-мӗш шкул умӗнче лартасшӑн. Унти ӗҫченсен шухӑшӗпе, вӑл хӗрарӑм пулмалла. Аллине кӗнеке тата глобус тытмалла. Мӗншӗн хӗрарӑм? Мӗншӗн тесен хальхи шкул унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗ. Кунашкал монумент вырнаҫтарас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, шкул 90 ҫул тултарнӑ чухне, пулас палӑк вырӑнне кирпӗч хунӑ. Скульптора ҫитес вӑхӑтра тупасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ укҫа ыйтӗ? Хыснара укҫа ҫук. Кӗмӗле шкултан вӗренсе тухнисем пухаҫҫӗ. Хальлӗхе 78 пин тенкӗ пур. Анчах вӑл ҫитмест-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗ йӗркелесси пирки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ тытӑм Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче паянхи кун тӗлне ӗҫлекен информаци тытӑмӗсене тата ҫӗнӗрен йӗркелекеннисене тытса тӑма, аталантарма тата пулӑшса пыма кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Информаци технологийӗсен центрне, кӗскетсе каласан, ИТЦна, ертсе пыма М.В. Анисимова ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва ӗнер республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра Михаил Владимирович унччен ӑҫта тимленине каламан паллах. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл малтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин Информаципе аналитика медицина центрне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ. Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ. Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку амӑшӗ ҫамрӑк-ха. Унӑн ачи 6 ҫул тултарнӑ. Тӗпренчӗкне тивӗҫлӗ воспитани парас тесе тӑрӑшман вӑл. Пачах тепӗр май: хӗненӗ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ачине тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшманшӑн унӑн явап тытма тивӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ҫак хӗрарӑм ачине хӑш чухне вӑрманта манса хӑварнӑ. Е ывӑлне килте питӗрсе хӑварнӑ та хӑй таҫта сулланса ҫӳренӗ. Ку кӑна мар: ҫак хӗрарӑм ывӑлне патакпа, телефона заряд памалли шнурпа, вӗлтӗренпе хӗненӗ. Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас, арҫын ачана опека органӗсене парас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫри полномочипе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чиновник 2008 тата 2009 ҫулсенче аукцион ирттермесӗрех вырӑнти ҫынсенчен 2 ҫурт туяннӑ. Пӗтӗмпе 900 пин тенкӗлӗх пулнӑ. Ку укҫана хыснаран уйӑрса панӑ, вӑл талӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса памалли пулнӑ. Анчах туяннӑ ҫуртсене пуҫлӑх социаллӑ найм мелӗпе ҫынсене тара панӑ. Вӗсем тӑлӑхсен категорине кӗмен. Ку кӑна та мар: ҫуртсенчен пӗрне туса та пӗтермен. Тепри вара пурӑнма юрӑхлӑ мар. Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянтан Альбина Егорова Тариф службине ертсе пымӗ Паян Чӑваш Енри темиҫе пуҫлӑх порфтельпе сывпуллашнӑ. Хайхисемшӗн ку утӑм кӗтменлӗх пулман: вӗсем — республикӑн Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созывне депутатне суйлава хутшӑнса ҫӗнтернӗскерсем. «Халӑх тарҫи» ята илсен патшалӑх службинчи пуҫлӑх пуканӗсӗр юлассине вӗсем малтанах пӗлнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хальлӗхе икӗ пуҫлӑх пирки йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнассине эпир кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗччӗ. Каярах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки 133-мӗш номерлӗ хушу пичетленчӗ. 132-мӗш номерлипе вара асӑннӑ министерство пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Павлова урӑх ҫӗре куҫнӑран ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен каланӑ. Чӑваш Енӗн Тариф службин пуҫлӑхне Альбина Егоровӑна 131-мӗш номерлӗ хушупа ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫлӑх тивӗҫне ку тытӑмра пуҫлӑх ҫумӗнче вӑй хунӑ Марина Кадилова пурнӑҫлӗ. Альбина Егоровнӑна ҫӗнӗ созыври Патшалӑх Канашӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри пайташӗсем хысна комитетне ертсе пыма лартасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |