Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 60 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.

Утӑ пӑру ферминчен инҫех мар выртнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма вите ҫине куҫма паман. МЧСӑн Чӑван Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 180 рулон утӑ электролини айӗнче выртнӑ.

Пушар шӑпах электричество пралукне пула тухма пултарнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗншӗн алхаснине тӗпчеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пурӑнакан Николай Пирожковӑн утарӗнче пыл пуҫтарма кӑна мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пулать. Арҫын ку енӗпе ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнать. Унта вӑл утара ҫӗнетмелли мелсем пирки пӗлнӗ.

Николай Пирожков виҫӗ метр тӑршшӗ вӗлле хатӗрленӗ, унта хурт-хӑмӑр янӑ. Шалта выртмалли вырӑн тунӑ. Ку — лӑпланмалли пӳлӗм. Хурт-хӑмӑр ӑсти каланӑ тӑрӑх, ку питӗ усӑллӑ. Пыл хурчӗсем сӑхасран шикленмелле мар. Николай Пирожковӑн вӗсем урӑх йышшинчен, сӑхмаҫҫӗ. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем час-часах килеҫҫӗ. Шӑпарлансем пылпа сӑйланаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр пирки чылай ҫӗннине пӗлеҫҫӗ.

Сӑмах май, Николай хӑйӗн йӑхӗнчи ӗҫе малалла тӑсать. Унӑн ашшӗ, аслашшӗ вӗллесем тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13638
 

Республикӑра

«Ҫамрӑксен хули» канашлу ытти чухне ҫӗртме уйӑхӗнче иртетчӗ. Кӑҫал ӑна авӑн уйӑхӗнче йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 7-мӗшӗнче пуҫланӗ.

Ҫакна тумашкӑн ҫамрӑксем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Кӑҫал проекта улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Палаткӑсемпе апат хатӗрлемелли вырӑн — пӗр ҫӗрте, вӗренмелли лапамсем тепӗр ҫӗрте пулӗҫ.

Канашлу тӑватӑ енпе ӗҫлӗ: «Экономика тата предпринимательлӗх», «Регионсен аталанӑвӗнчи маркетинг хатӗрӗсем», «Общество лидерстви», «Уҫӑ диалог».

Лекцисемпе ӑсталӑх класӗсене регионти тата ытти тӑрӑхри паллӑ ҫынсем хутшӑнӗҫ. Спорт программи те анлӑ пулӗ. Канашлӑва хутшӑнас килсен ҫамрӑксен заявкӑна электронлӑ почтӑпа ямалла: molgorod21@gmail.com.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13633
 

Республикӑра

ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ.

Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ.

Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ.

Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть.

 

Республикӑра

Паян Етӗрне хулинче депутатсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вырӑнти телекурав операторӗ Николай Федоров редактор хушнипе ларӑва сюжет ӳкерме кайнӑ. Анчах ӑна унтан кӑларса янӑ.

Николай вырӑна ҫитсен камерӑна вырнаҫтарнӑ, ӳкерме хатӗрленнӗ. Унччен те пулман — Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов пухӑннисене сасӑлама ыйтнӑ: вӗсем ларӑва журналистсемсӗр ирттерме хирӗҫ-и е ҫук-и? Чылайӑшӗн журналиста кӑларса ярассишӗн сасӑланӑ.

Николай Федоров оператор нимӗн те ӑнланмасӑр тухса кайнӑ. Вӑл уҫӑ ларӑва килнӗ-ҫке-ха. Саккунпа килӗшӳллӗн, журналист мероприятисене килсе информаци илме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35925
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Африка мурӗ сарӑлсах пырать. Улатӑр районӗнчи Сӑр Майданӗ ялӗнче те сыснасем чирленине тупса палӑртнӑ. Унта ҫурлан 25-мӗшӗнче карантин тесе палӑртнӑ.

Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне Пӑрачкав районӗнче 2 358 сыснана ҫунтарнӑ. Ҫынсем ветеринарсене пӗлтермесӗр 504 пуҫа хӑйсем тӗллӗн пуснӑ.

Халӗ пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи 5 ял тӑрӑхӗ кӗнӗ. Унти мӗнпур сыснана укол туса вӗлерсе ҫунтарнӑ.

Аса илтерер: Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫурлан 17-мӗшӗнче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта сысна ашне сутма, ярмӑрккӑсем ирттерме чарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине республикӑри виҫӗ районта аҫа-ҫиҫӗме пула пушар алхаснӑ.

22 сехет иртсен Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Аҫа ҫапсан пӳртпе пӗрле сарай таврашӗ те ҫунма пуҫланӑ. Хуҫалӑх тӗппипех кӗле ҫаврӑннӑ.

Аҫа-ҫиҫӗм Шупашкар районӗнчи Сопаккасси ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫемьене ҫурт тӑррисӗр хӑварнӑ. Телее, пӳртсене ҫӑлма май килнӗ. Унта пушар ирхи 3 сехет хыҫҫӑн тухнӑ.

Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче те 86 ҫулти карчӑкӑн ҫурчӗ аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Ватӑ кил хуҫине ҫулӑмран илсе тухма ӗлкӗрнӗ.

 

Республикӑра

Тӑвай районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӑл амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн штраф тӳленӗ.

Штрафӗ пысӑках мар — 100 тенкӗ ҫеҫ. Хӗрарӑм пысӑк айӑпӗнчен ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Вӑл ачине выҫӑ лартнӑ.

Тӑвай районӗн прокурорӗ административлӑ ӗҫ материалӗсене пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗрне тӗрӗсленӗ чухне тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, йӑлтах вараланчӑк пулнӑ. Таса мар тумпа ларакан ачан вара ҫимелли пулман. Хӑй хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ.

Тӑвай районӗн прокурорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ йӗркене пӗрремӗш хут пӑсакансене асӑрхаттару параҫҫӗ. Кайран вӗсен ҫирӗпрех явап тытма тивӗ.

 

Республикӑра
Елена Николаева спортсменка
Елена Николаева спортсменка

Шупашкарти Олимп резервӗллӗ училищене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫавӑн пек училищепе пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн республикӑн тӗп хулинчи ҫав вӗренӳ заведенийӗ «В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗллӗ училище» пулса тӑрӗ.

Улшӑнусене Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерстви йышӑннӑ. Капла проекта вӑл хатӗрлесе ҫитернӗ, унпа паян иртнӗ ЧР правительство ларӑвӗнче паллаштарнӑ. РФ тата Чӑваш Республикин физкультура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ.

Сергей Шелтуков министр каланӑ тӑрӑх, 8-мӗш номерлӗ олимп резервӗллӗ спорт шкулне (вӑл хӑвӑрт утакансене хатӗрлессипе ӗҫлет) Елена Николаева олимп чемпионкин ятне парасшӑн. Республика правительстви ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.

 

Республикӑра
Александр Жуков (сулахайри) Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" хуҫалӑхра. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ
Александр Жуков (сулахайри) Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" хуҫалӑхра. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ

Паян Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александр Жукова ӗҫрен хӑтарнӑ. 578-р номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна мӗншӗн ӗҫрен хӑтарассине йышӑнура каламан.

Министр ҫумӗнче Александр Георгиевич кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ.

Шупашкар хулинче ҫуралнӑ Александр Жуков 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 488, 489, 490, 491, 492, 493, 494, 495, 496, 497, [498], 499, 500, 501, 502, 503, 504, 505, 506, 507, 508, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть