Республикӑра
![]() Пичет машини Шупашкар район хаҫатне, «Тӑван Ене», 1995—2002-мӗш ҫулсенче редактор пулса ертсе пынӑ Юрий Листопад хӑйӗн машинине парнеленӗ. Анчах тӑватӑ урапаллӑ тусне мар, пичет машинине. «Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнине хатӗрленме пуҫӑннине эпир маларахах пӗлтернӗччӗ. Редакци авалхи пичет машинисемпе пӗрлех тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтернӗччӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн. Юрий Листопадӑн «Ятрань» электричество машини редакицн музей кӗтесӗнче вырӑн тупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Ипатьев Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем онлайн мелӗпе сасӑланӑ. Юлашки кунчченех сасӑлавра Ҫӗнӗ Шупашкарти участковӑй Сергей Александров малта пынӑ. Анчах кайран унӑн Канаш районӗнчи полици лейтенантне Сергей Ипатьева пӗрремӗш вырӑна пама тивнӗ. Уншӑн 5002 ҫын сасӑланӑ. Сергей Ипатьев Асхва ял тӑрӑхӗнчи йӗркешӗн яваплӑ. Унта 3 640 ҫын пурӑнать. Вӑл республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне участковӑйсемшӗн онлайн мелпе сасӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи юпан 18-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Канашӑн усал шыҫӑпа кӗрешекен юхӑмӗ 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ. Организаци усал шыҫӑпа чирлекен хӗрарӑмсене пулӑшать. Хӗрарӑмсен канашӗ ятарлӑ сайтсенче тӑванӗсем валли вӗренӳ программисене хатӗрлет. Конкурсра тивӗҫнӗ укҫа-тенке чирлӗ хӗрарӑмсене чирленӗ вӑхӑтра тата хыҫҫӑн психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗрте тӑкаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Хорасев Шупашкар районӗнче халӑх дружинине ҫынсем шыраҫҫӗ. Иртнӗ эрне тӗлне илсен, унта сакӑр ваканси пулнӑ. «Ҫӑлтӑр» халӑх дружинине Шалти ӗҫсен министерствин ветеранӗ, СОБР экс-ӗҫченӗ, алӑ вӗҫҫӗн кӗрешессипе 1999 ҫулта Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ Василий Хорасев ертсе пырать. Йышра хальхи вӑхӑтра вунӑ ҫын тӑрать. Вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, патрульпе пост служби, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Халӑх дружинникӗсен шалӑвӗ пысӑках мар. Квартала вӑл 6-8 пине ларать. Хӑшӗсем ӗҫе чунтан пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑшӗсем службӑна тухманни те пулать. Вӗсене ӗҫрен сирме те тивет. Пӗлтӗр 8 ҫынна халӑх дружинникӗ пулма пӑрахтарнӑ. Маларах Тутаркасси тӑрӑхӗнче дружинниксем пысӑк йышпа службӑра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Квалификациллӗ судьясен коллегийӗн ларӑвӗнчи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑларнӑ. Лару юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Приказа хальлӗхе пичетлемен, анчах сайтра Романова дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ. Романов хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл урӑ пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм вара ӑна иртсе кайма кансӗрленӗ. Судья ҫапла ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна ҫул ҫинчен айккине пӑрӑнма ыйтнӑ, аллинчен ҫавӑтнӑ. Лешӗ вара турткалашнипе аллине хуҫнӑ. Унтан ывӑлӗ машинин кантӑкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Вӗсем тахҫантанпах хирӗҫӳре-мӗн. Судья тата ҫак хӗрарӑмӑн иккӗмӗш ывӑлӗ, депутат пуканне йышӑнаканскер, хирӗҫсе кайнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку — тӗлӗнмелле истори. Севастополе хӳтӗленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксен ятне ҫырнӑ обелиск ҫинче Комсомольски районӗнче пурӑнакан Павел Сорокинӑн та пур. Ӑна шыраса тупнӑ. Ку — «Советская Чувашия» хаҫат тата Тинӗс-ҫар флочӗн республикӑри ветерансен пӗрлӗхӗн ӗҫӗ. Ку ӑнсӑртран тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Пӗрлӗх председателӗ Владимир Крюковский каланӑ тӑрӑх, вӗсем калаҫса тӑнӑ. Инҫех мар хӗр иртсе пынӑ, Севастополь пирки калаҫнине илтсен чарӑннӑ. Унӑн тӑванӗ чӗрӗ-сывӑ пулнине, Комсомольски районӗнче пурӑннине пӗлтернӗ. Ҫапла тӗпчеме тытӑннӑ: мӗнле ветеран вӑл? Ун патне кайнӑ. Павел Сорокин Чӑваш Енӗн астӑвӑм кӗнеки ҫинче хыпарсӑр ҫухалнисен списокӗнче тӑрать-мӗн. Унӑн ячӗ обелиск ҫинче те пур. Обелиск ҫинче унӑн ятне ылтӑнпа ҫырнӑ, вӑл Севастополе хӳтӗленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ имӗш. Анчах Павел Сорокин тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ. Павел Захарович ҫав вӑхӑта аса илме юратмасть. 19-ти йӗкӗте 1941 ҫулта вӑрҫа илсе кайнӑ. Училищӗре вӗреннӗ хыҫҫӑн Севастополе янӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫапӑҫу хаяр пулнӑ. Нимӗҫ самолечӗсем вӗҫсе килнӗ. Павел Захарович аллинчен юн юхнине те туйман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗ юбилей ячӗпе акци ирттерни пирки, кивӗ телевизорсем пухса вӗсенчен палӑк туни ҫинчен тахҫанах пӗлтернӗччӗ. Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ПТРКна 350 яхӑн ҫын кивӗ, усӑ курман телевизор йӑтса пынӑ. Пукравра, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Вӑл малашне ПТРК кӑларӑмӗсене ҫӗнӗ телевизорпа пӑхӗ. Акцире телей кам енче пулнӑ-ха? Юрий Васильев телевизор йӑтса пынӑ чухнех ҫӗнтерессе туйнӑ. Телевизор выляттарнӑ кун арӑмӗ те ӑна ӑнасса шантарнӑ. Чӑнах та, лотерейӑра Юрий Васильевӑн ячӗ тухнӑ. Хӑшӗ-пӗрне пӗчӗкрех парне лекнӗ. Сӑмах май, ПТРК юбилей ячӗпе чылай акци ирттернӗ. Телевизор выляттарни – финиш. Анчах ку малашне парнесем пулмассине пӗлтермест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шаран уйӑхне 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илме юрамасть. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухнехи пирки мар-ха сӑмахӗ. Кайран, ӗҫрен кайсанхи ҫинчен. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн правительство пайташӗн патшалӑх служащийӗн должноҫӗнчен кайсан 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илмесси пирки хут ҫырса шантармалла. Хута министрӑн уйрӑм ӗҫӗ ҫумне ҫӗлесе хурӗҫ. Чару патшалӑх служащийӗн ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫула пырӗ. Енчен те шалу 100 пин тенкӗрен пысӑкрах ҫӗре вырнаҫас тесен Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссирен ирӗк илмелле. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ коррупципе кӗрешессине вӑйлатас тӗллевпе кӑларнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл Мускавран пуйӑспа таврӑннӑ чухне ҫухалнӑ. Александр Степановӑн юлташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тупӑннӑ, анчах килте курӑнма васкамасть. Саша ҫухалнӑранпа 13 кун иртнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата юлташӗсем ӑна шырани пирки хыпарсем ҫыпӑҫтарса тухма ӗлкӗрнӗ, полицие пӗлтернӗ. Юлташӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Саша чӗрӗ-сывах. Халӗ вӑл тӑванӗсемпе те, юлташӗсемпе те калаҫасшӑн мар. Сашӑна, паллах, килте питӗ кӗтеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӑшӑрханать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсем ют хулари ӗҫ пирки тавлашнӑ-мӗн. Саша телефонпа ҫыхӑнӑва тухмасть, халӑх тетелӗнчи страницине кӗмест. Александр Степанов ӑҫтине пӗлекенсене 8-919-676-78-68 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери кулинари олимпиади юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Германири Эйфрут хулинче иртет. Кунашкал ӑмӑрту тӑваттӑмӗш хут йӗркеленет. Унта 60 ҫӗршыври чи лайӑх поварсемпе кондитерсем килӗҫ. Кулинари ӑсталӑхӗпе 2 пин ҫын, наци командисем паллаштарӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 20 ҫын кӗнӗ. Вӗсем тӗрлӗ регионта общество апатланӑвӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Команда йышне пирӗн республикӑри икӗ кондитер кӗнӗ: кулинари ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный тата «Планета» тулли мар яваплӑ общество кондитерӗ Надежда Андреева. Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе пӗрре мар тӗлӗнтернӗ, сумлӑ конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗ ятне пӗрре мар илтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |