Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнчи вӑрманта срокран тухнӑ эмелсен купине тухни пирки чылай калаҫрӗҫ. Телее, ҫав купана тӗп тунӑ ӗнтӗ.
Анчах халӗ халӑха урӑххи пӑшӑрхантарать: эмел купи хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа мӗншӗн пуҫтарман? Ара, юнашарах юханшыв пур, ялти ачасем унта килсе выляма та пултараҫҫӗ.
Ҫав ҫӳп-ҫап темиҫе уйӑх ӗнтӗ выртать. Инҫех мар ӗнесене ҫитереҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӳп-ҫапа тӗп тума палӑртнӑ иккен. Анчах ӗҫе тума кансӗрлекен сӑлтав пур. Ҫумӑр пӗрмай ҫунӑран вӑрман патне машинӑпа пыма ҫук-мӗн.