Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Ӑна пӗр эрнене яхӑн шыраҫҫӗ, усси ҫук-ха. Кун пирки «Про Город» редакцие Наталья Кузина пӗлтернӗ. Вӑл Александр Кузинӑн пӗртӑванӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, 29 ҫулти Александр Кузина юлашки хутчен авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унран нимӗнле сас-хура та ҫук. Александр юлташӗсемпе пулнӑ. Каҫхи 10 сехет тӗлне вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ. Анчах киле ҫитеймен вӑл. Унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Александр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑл джинс куртка, ҫутӑ джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна курнисене 89176742923 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пурнӑҫ условине килсерен ҫӳресе палӑртӗҫ Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ. Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем. Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Пӗчӗк Карачура ялӗнче пурӑнакан Лидия Онуфриева пахчинче чӑн-чӑн клуб туса лартнӑ. Хӑйӗн анкартине илемлетме вӑл чирленӗ хыҫҫӑн шухӑшланӑ. Лидия патне килекен хӑнасене нумай кӳлепе кӗтсе илет: пӑши, Баба-Яга, юмахри гном, чӑваш пики, ҪҪХПИ ӗҫченӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫул-йӗр ӗҫченне курсан хӑвӑртлӑхне те чакарать-мӗн. Анкартинче хӑйӑр купи, сцена, ача-пӑча валли ҫурт та пур. Ялта клуб ҫук, ҫавӑнпа ял халӑхӗ унта пухӑнма кӑмӑллать. Ачасем выляҫҫӗ, сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулаҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӳршӗ ялтан та килеҫҫӗ унта. Пӗлтӗр Лидия Онуфриевӑн кил-тӗрешӗ хӑтлӑх енӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑм кунпа ҫырлахасшӑн мар-ха, Чӑваш Енре пӗрремӗш пуласшӑн вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш хулине аталантармашкӑн Раҫҫей правительстви укҫа-тенкӗ уҫӑрнӑ. Сахал мар — 739 миллион тенкӗ. Монохуласене аталантаракан фонд ирттернӗ канашра йышӑннӑ ҫакна. Фондӑн генеральнӑй директорӗ Илья Кривогов каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр, тасатмалли сооруженисене тумашкӑн, 15 инвестици проекчӗ валли, 8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Бизнес-шухӑшсене пурнӑҫа кӗртни 1500 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. 8 миллиард тенкӗрен 739 миллион тенки Канаш валли пулӗ. Унпа инженери тата транспорт инфратытӑмӗсене тунӑ ҫӗрте усӑ курӗҫ. Савут хута яма палӑртнӑ. Ку проекта пурнӑҫлама 6,7 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта харӑсах темиҫе вырӑнта «Светофор» магазин уҫӑлни чылаях пулмасть-ха. Маларах хӑшӗсем ырӑпах асӑнакан ҫав лавккара юлашки вӑхӑтра 200 тенкӗрен кая мар тавар илмелле йышӑннӑ. Пӗрисем кун пек ыйтнине кура тухса кайнӑ, теприсем тӗрӗслӗх шырама тытӑннӑ. Юлашкинчен асӑннисем Роспотребнадзорӑн пайӗсене ҫӑхавлама тытӑннӑ. Сӑмах май каласан, ку сеть лавккисем федерацин 20 ытла регионӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен, пурӗ 300 ытла точка уҫнӑ. «Йӳнӗ таварсен лавкки» тесе хӑйне рекламӑлакан Шупашкарти «Светофорта», акӑ, 200 тенкӗрен каярах суммӑлӑх (ытти хуласенче ку виҫе 500 тенкӗпе те танлашать) сутмаҫҫӗ. Сахалтан та ҫавӑн чухлӗ суммӑлӑх тавар туянма хисетни, Роспотребнадзор управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑсни пулать, ун пек тума пӗр саккун та ирӗк памасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал «карчӑк ӑшшине» кӗтсе илеймерӗмӗр-ха. Ҫанталӑк сивӗ те ҫумӑрлӑ тӑрать. Республикӑра ӑшӑ парас ыйтӑва сӳтсе явма тытӑннӑ. Ҫанталӑк темиҫе кун 8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрсан хваттерсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗҫ. Ку тапхӑра мӗнле хатӗрленни паллӑ. Чӑваш Енӗпе илес тӗк 96–99 процент хатӗр. Авӑн уйӑхӗ валли ку кӑтарту лайӑх. Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлессине каланӑ. Синоптиксем авӑн уйӑхӗнче ӑшӑ пуласса шантармаҫҫӗ, ҫавна май ӑшӑ парас ӗҫе маларах куҫарма пултарӗҫ. Канаш ҫеҫ иккӗленӳ кӑларса тӑратать. Унта 112 ҫурта «Промтрактор-Вакун» савут котельнӑйӗ ӑшӑтнӑ. Анчах пӗлтӗр вӑл ку ӗҫе тумассине пӗлтернӗ. Правительство икӗ ҫӗнӗ котельнӑй хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна юпан 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ӑшша юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен яма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Димитриев тата Владимир Димитриев Ӗнер Шупашкар районӗнчи социаллӑ учрежденисен коллективӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев тата ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗпе Сергей Димитриев ирттернӗ канашлура хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Епле ӗҫлени тата пурӑнни пирки Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн, районти Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗн, Ӑс-тӑн енчен кая юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗн, ваттисене тата инвалидсене сиплекен «Вега» центрӑн, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн ертӳҫисем отчет тунӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ министр социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерессине пахалӑхлӑ тата яваплӑн пурнӑҫламаллине палӑртса хӑварнӑ май ҫавӑнтан ҫынсен кӑмӑлӗ килнине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Укҫа вӑхӑтра куҫарнине юратать Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ. Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ. Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Степа Клубок ҫынсене пӗрре мар тӗлӗнтернӗ. Хальхинче вӑл Анне палӑкӗ ҫине хӑпарса сӑн ӳкерӗннӗ. 21 ҫулти каччӑ хальхи технологисемпе усӑ курса ҫипрен пусма ӑсталанӑ. Анне палӑкӗ ҫине хӑпарнине видео ҫине ӳкернӗ. Вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ирхи 4 сехетре хӑпарнӑ. Анчах кун пирки авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Вӑл видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Каччӑна альпинистсем пулӑшман. Вӑл хӑранине пытарман. Вӑл Анне палӑкӗ ҫине 11 минутра хӑпарнӑ. Хӑй тунӑ пусма, телее, ӑна чӑтнӑ, татӑлман. Степа Анне палӑкӗн аллине тытса курнӑ, унта ларнӑ. Сӑнав йӗркеллех иртнӗ, анчах ку ӗҫе ҫынсем сивлеҫҫӗ. Степа ҫынсене малашне те тӗлӗнтересшӗн. Асӑрханӑр: ку сӑнава тума юрамасть: вӑл пурнаҫшӑн хӑрушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ольга Васильева министр пресса ыйтӑвӗсене хуравлать Ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ вӑхӑтӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш ГТРК журналисчӗн ыйтӑвне тӗлӗнсерех йышӑннӑ. Хӑйне евӗр ӑнланманлӑх пирки Александр Белов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ. Съезда хутшӑннӑ Ольга Васильева, пуян опытлӑ журналист асӑрханӑ тӑрӑх, йӑл кулманнипе асра юлӗ. Прессӑпа калаҫнӑ чухне министр шӑртланчӑк пек курӑннӑ. «Айӑпсӑр кӑна ыйту панӑ ГТРКри Надя Андреевана ним ҫукран лекрӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Белов. Тележурналист хай ыйтӑвне ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «Вӗренӳ министерстви ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхине епле пӗлнине экзамен тыттарса тӗрӗслеттерес пуҫарупа тухнӑ текен хыпар пур. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлме май ҫук-ши?» Министр ыйтӑва тепӗр хутчен калама ыйтнӑ май ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхипе экзамен тытнинче ним ҫӗнни те ҫуккине кӗскен кӑна палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |