Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика Правительствин йӑлана кӗнӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта республикӑн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫине — ҫурт-йӗр тӗп инспекторне Виктор Кочеткова канлӗ пурӑннӑшӑн сӑмах лекнӗ.
Ларӑва Виктор Кочетков ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ хутсене унччен йышӑннине улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа паллаштарнӑ. Улшӑнӑва РФ Правительстви кӑҫал нарӑс уйӑхӗн ҫурринчех йышӑннӑ, пирӗн республикӑри Ҫурт-йӗр инспекцийӗ вара халь кӑна хатӗрленӗ.
«Канлӗ пурӑнатӑр. Раҫҫей Правительстви улшӑнусене нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Кирлӗ хутсене сирӗн пуш уйӑхӗнчех йышӑнмалла пулнӑ, эсир вара 4 уйӑх иртсен ҫеҫ тӑватӑр. Ку вӑл ӗҫре чӑрмав кӳрет. Ку вӑл сирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне кӑтарать», — кӑмӑлсӑрланнӑ Элтепер.