Политика
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Козак Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӗршывӑн регионӗсене аталантарассипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн йышне кӗртнӗ. Ун пирки РФ Правительстви кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшенчех йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, регионсен ертӳҫисем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗнӗ. Правительство комиссийӗ туса хуни федерацин тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата ытти организацие вырӑнти ыйтусене татса пама пулӑшмалла. Михаил Игнатьев правительство комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Козак ертсе пынӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |