Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чӗрӗ уроксем» проектпа килӗшӳллӗн, Улатӑр хулинче Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен ачасем пулнӑ. Хӑнасем Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗнче экспозицисемпе паллашнӑ. Унтан хулари паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Улатӑрсен авалхи йӑла-йӗрке упранса юлнӑ. Вӗсем типӗ вӑхӑтӗнче тӑри евӗр булка пӗҫереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлес енӗпе «Караван» кафере ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хӑнасем чустана йӗтӗрпе якатса унран кайӑк евӗр ӑсталанӑ. Хӑнасем мӑнастирсене те ҫитнӗ. Ку ҫулҫӳрев ачасемшӗн усӑллӑ пулнине гимнази директорӗ Инна Исаева та палӑртнӑ. Проект старт илнӗ ӗнтӗ. Улатӑра шкул ачисем малашне те ҫитсе курӗҫ, унпа паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн колонийӗсенче айӑплава ирттерекенсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Чикагори тӗрмере ларакансемпе шахматла выляссипе тупӑшӗҫ. Пуҫа ватмалли вӑйӑ турнирӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртмелле. Унта Питӗрти, Ленинград, Белгород, Аҫтӑрхан, Челепи, Чулхула облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри колонисенчисем хутшӑнӗҫ. Шахмат ӑмӑртӑвне видеоҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ. Раҫҫей тата ют ҫӗршыв тӗрмисенче ларакансем хушшинче шахмат турнирне унччен те йӗркеленӗ. Кӗркунне Швейцарири тӗрмерисемпе вылӗҫ. Айӑпланнисен хушшинчи ҫак тупӑшӑва шахмат енӗпе темиҫе хутчен те тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ Анатолий Карпов пуҫарнӑ. Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин пуҫлӑхӗ Сергей Герасимов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи шахмат турнирне юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫын хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех призыв кампанийӗ пуҫланӗ. Ҫуркуннехи призывра пирӗн республикӑран 1 500 яхӑн ҫамрӑка ҫара илсе каймалла. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен призыв планне тултарас енӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Тӗпленрех каласан, кӑҫалхи ҫуркунне 1491 каччӑ салтак атти тӑхӑнӗ. 410 йӗкӗте ҫар училищисене ямалла. Анчах унта каяс кӑмӑллисен йышӗ ытларах. Хальлӗхе ҫар училищисене ямашкӑн 396 ҫамрӑка суйланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш Енрен 1223 ҫамрӑк салтака кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ. Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре ӗҫ ҫыннине халалласа палӑк уҫӑ. Ӑна культура ӗҫченӗсем хайсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑ. Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем ахаль те илем кӳреҫҫӗ-ха. Вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗрпӳсем II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимленине, ӑна хулари паркра лартассине пӗлтернӗччӗ. Тимӗр кӳлепесене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекенсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кӑҫал сывлӑха ҫирӗплетмелли кампание 900 организаци хутшӑнӗ. Вӗсенче 99 пин ытла шӑпӑрлан канмалла. Вӗсенчен 48 пинӗше — йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасем. Компание пурнӑҫламашкӑн 491 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче ачасем чирленипе чирлеменнине сӑнаса тӑрассине палӑртнӑ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Инфекци ерет-и, ача апат-ҫимӗҫпе наркӑмӑшланать-и, суранланать-и — пур тӗслӗхе те Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн дежурнӑйне пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шорккасем инкекрен ҫӑлӑнма вӗренеҫҫӗ Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи интернат-ҫуртра пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вут хыпса илнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм интернат-ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хыпса илнӗ. Инкек унта пурӑнакан, ара-аран кӑна кӑштӑртатса ҫӳрекен арҫын вырӑн ҫинче пирус туртнипе сиксе тухнӑ. Пирус туртакан хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ арҫын та пиҫсе кайнӑ — вӗсене Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Инкек пулнӑ хыҫҫӑн ветерансен ҫурчӗсенче тата ытти ҫавӑн йышши учрежденисенче планпа пӑхман инструктаж тата вӗренӳ ирттерме республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ хушу кӑларнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗрентӗве Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта та йӗркеленӗ. Икӗ кунта вӗсем 5 учрежденире йӗркеленӗ ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ваҫликассинче Николай Ласточкина асӑнса мемориал хӑми уҫнӑ, ӑна вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ. Николай Андреевич вырӑнти «Эльбарусовский» хуҫалӑха 30 ҫул ытла ертсе пынӑ. Ласточкина ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӗҫчен те яваплӑ ҫын пулнӑ, районта ял хуҫалӑх отрасльне аталантарма нумай вӑй хунӑ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайне халӗ ертсе пыракан В. Васильев каланӑ тӑрӑх, Николай Ласточкин совхозӗ сӗт тата аш туса илессипе яланах палӑрнӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗре маларах асӑннӑ тӳре-шарасӑр пуҫне агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшса ветеран ятне тивӗҫнисем — П. Ивантаев, Н. Кириллов, В. Малинин, Л. Гусаров тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О. Геронтьева — хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Шупашкарти «Электроприбор» савут ӗҫченӗсем сехет йӗппине ҫуллахи вӑхӑта куҫарттарасшӑн. Вӗсем кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтса ҫырнӑ. Ҫыру айне 200 яхӑн ҫын алӑ пуснӑ. Савутрисем Чӑваш Енри вӑхӑта пӗр сехет маларах куҫарттарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе капла май ахаль ҫынсем асапланаҫҫӗ. Ӗҫченсем ҫутӑ куна усӑллӑ ирттересшӗн. Ҫӗр ӗҫӗпе вӗсем 22–23 сехетченех аппаланасшӑн ав. Сехет куҫарни медицина тӗлӗшӗнчен те усӑллине палӑртнӑ вӗсем. Сӑмах май, Алтай крайӗпе Чӗмпӗр облаҫӗнче куҫарӗҫ — пушӑн 27-мӗшӗнче ҫак тӑрӑхсенчи вӑхӑт пӗр сехет мала куҫӗ. Кӑҫал ҫак йышӑнӑва тунине вӗсем халӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун чухне ҫынсем ытларах суранланнӑ, аварие тӑтӑшрах ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗ пулнӑ ҫуртра санатори комплексӗ тума палӑртнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнче, 10 ҫухрӑм аякра, вырнаҫнӑ. Санаторире тӗрлӗ категориллӗ 24 номер хатӗрлеме палӑртнӑ. Кунтах коттеджсем пулмалла. Комплекс илемлӗ вырӑнта, ҫавӑнпа вӑл хута кайсан кунта халӑх канасси пирки иккӗленмеҫҫӗ. Республикӑра минераллӑ шывпа тата сиплӗ пылчӑкпа санаторипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс сахаллине палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ санаторипе профилактика комплексӗ «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» автотуризм кластерне тӑвасси» инвестици проекчӗсен йышне кӗме те пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |