Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ Александр Дельман хыснана налук тӳлессинчен пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Общество Канашӗн пайташӗ 30,8 миллион тенкӗ налук тӳлемен имӗш.
Александр Дельман уйрӑм усламҫӑ пулса мотор топливине курттӑмӑн сутнӑ, кафесемпе ресторансен пулӑшӑвне кӳнӗ. Налук тӳлессинчен Александр Дельман халь мар, 2013 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталта (хушма хакран илекен налукран) тата 2013–2014 ҫулсенче (уйрӑм ҫын тупӑшӗнчен илекеннинчен) пӑрӑннӑ пулать. Налук тӳлес мар тесе вӑл суя декларацисем тӑратнӑ-мӗн.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗрӗслекен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.