Пӑтӑрмахсем
![]() Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кредит доверия» микрофинанс организацийӗ патшалӑх элемӗсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑ. Хӑйне рекламӑлас тесе хыпарланӑ чухне вӑл Чӑваш Республикин элемӗсемпе: пурнӑҫ йывӑҫҫипе, виҫӗ хӗвелпе — усӑ курнӑ. «Кредит доверия» организаци ҫапла хӑтланнине Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви асӑрханӑ. Монополипе кӗрешекенсене вӑлах систернӗ. Финанс организацийӗн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеме тытӑнсан ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ: реклама хучӗсене кредит условийӗпе паллаштарман, предприятин йӗркелӳпе право формине те уҫӑмлатман. Монополипе кӗрешекенсем микрофинанс организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса саккуна пӑсма пӑрахмаллине палӑртнӑ. Организацие 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |