Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ.