Чӑвашлӑх
![]() Регионсем хушшинче иртекен «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2017» конкурса Челепи шкул ачи те хутшӑнӗ. Унти 105-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Попов ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекессишӗн Екатерина Тельцова (вӑл унти чӑвашсен наци автономийӗн пайташӗ) хавхалантарнипе хӑй пултарулӑхне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хутшӑнмалли ӗҫсене йышӑнса пӗтернӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре йышӑннӑ Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ конкурса 109 ӗҫ пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Элӗк, Канаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи тата Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрачасемпе арҫын ачасен пур. Маларах асӑннӑ Челепи ачин пултарулӑхне «Сочинени» номинацире хаклӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14-сехетре Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче чыслӗҫ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |