Республикӑра
![]() Специалистсем ваттисен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ Ҫын куҫӗнчен пӑхма пӗртте ҫӑмӑл мар пулин те халсӑрлансан ирӗксӗрех пулӑшу ыйтма тивет. Республикӑри социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба ӗҫченӗсен тӗллевӗ шӑпах ҫавӑн пеккисемпе юнашар пуласси. Шупашкар районӗнче те ун пек центр пур. Вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра тӑрӑшакансем ватӑсене киле тӗрлӗ таварпа эмел илсе пырса панинчен пуҫласа йӑлари ытти ӗҫе те туса пулӑшаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче кӑна специалистсем 129 ватӑпа сусӑр патне ҫитнӗ. Вӗсенчен 28-шне эмел тата апат-ҫимӗҫ кайса панӑ. Кирлӗ хутсене хатӗрлеме те, пӳрт-ҫурта тирпейленӗ. Чылай ватта хӑйсемпе сӑмахлакан ҫукки пӑшӑрхантарать. Пӗччен вӑхӑт та вӑрахӑн шӑвать. Ҫавна курах кинеми-мучисене культура учрежденийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма илсе кайнӑ. Теприсемпе вара А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗнче экскурсире пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |