Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.0 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫур ҫулта тӗп тухтӑрсем виҫӗ хутчен ылмашнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 21.04.2017 06:00 | 620 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Антонина Иванова тӗп тухтӑр
Антонина Иванова тӗп тухтӑр

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче тӗп тухтӑрсем юлашки ҫур ҫулта виҫӗ хутчен ылмашни пирки «Ҫыхӑнура» форумра ӗнер пӗлтернӗ.

Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи 97 пин ҫынна пӑхса тӑракан пульницӑра 2100 ҫын ытла ӗҫлет. Халӗ сиплев учрежденине Антонина Иванова тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Медицинӑра вӑл 1993 ҫултанпа тимленӗ. Юлашки икӗ ҫулта Хулари клиника центрне ертсе пынӑ.

1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗнче 2007 ҫултанпа Лидия Воропаева тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Республикӑри онкологи пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тӗп врачсӑр юлнӑ пульницӑн тилхепине тепӗр 11 уйӑхран ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Наиля Зинетуллинӑна тыттарнӑ. Ҫур ҫултан ӑна пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Татьяна Богданована тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Нумаях пулмасть иртнӗ конкурсра пульницӑри тӗп пукан Богдановӑна мар, Антонина Ивановӑна лекнӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #пульницӑсем, #тӳре-шара, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тухтӑрсем ӗҫре зарядка тӑваҫҫӗ
2017, 02, 24
Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ
2017, 03, 08
Сывлӑх сыхлав министрне Викторова лартӗҫ-и?
2017, 03, 13
Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Викторов ертсе пырӗ
2017, 03, 23
Лариса Арсентьева вырӑнне Николай Каргина лартнӑ
2017, 03, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org