Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн ҫыннисене ку пӑшӑрхантарать. Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн. Халӗ Ҫӗне Эйпеҫре икӗ вырӑнта ӗҫ хӗрӳ пырать: пӗринче ФАП ҫӗклеҫҫӗ, тепринче палӑк тӑваҫҫӗ. Кивӗ палӑк ҫав вырӑнта 35 ҫул ытла тӑнӑ. Вӑл кивелнӗ. Ӑна йӑтса антарасси пирки ял пухӑвӗнче калаҫнӑ-мӗн, 30 ытла ҫын ку шухӑша ырланӑ. Ҫӗннине хӑпартмашкӑн 85 пин тенкӗ ытла кирлӗ. Ӑна нимелле тӑвасшӑн, ҫынсенчен укҫа пухасшӑн. Хальлӗхе палӑк вырӑнӗнче йывӑҫсене каснӑ, никӗсне янӑ. Ҫӗнӗ палӑк клубпа юнашар пулӗ. Ӑна культӗҫченсем пӑхса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳри тӗп пульница тамбурӗнче тин ҫуралнӑ ача выртнине асӑрханӑ. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Урамра ун чухне 3 градус сивӗ пулнӑ. Телее, хӗрачана часах асӑрханӑ, сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман. Анчах ҫав вырӑнта видеокамера пулманни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ. Темӗнле пулсан та йӗрке хуралҫисем ача пӑрахса хӑварнӑ амӑшне тупнӑ. Вал — 39 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗрпӳрех пурӑнаканскер. Ача кӗтнӗ чухне вӑл шута тӑман. Ача унӑн пулнине экспертиза палӑртнӑ. Хӗрарӑм хӑй те йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Ҫав хӗрпӗрчи халӗ ҫемьере ӗнтӗ. Ӑна ырӑ ҫынсем усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Выдающиеся люди вашего района» конкурс ҫӗнтерӳҫисенчен пӗрисем Вӗсен хушшинче такам та пулчӗ: вӗрентекенӗ те, вӗренекенӗ те, пуҫлӑхӗ те, пуҫлӑха пӑхӑнаканӗ те, библиотекарӗ те, калем ӑсти те, авторӗ те, авторӗн геройӗ те. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн пултаруллӑ ҫыннисем) интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки. Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян иртнӗ темиҫе мероприятирен пӗри шӑпах ҫакӑ пулчӗ те. Ӑна республикӑн парламент пурнӑҫне 20 ҫул ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗ хӑйӗн 20 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел евӗр йӗркелерӗ. Ҫур ҫула тӑсӑлнӑ интернет-конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та пулса иртрӗ. Ҫӗнтерес тесе хӑш-пӗр автор хальхи интернет технологийӗсемпе усӑ курса хӑйшӗн суя сасӑсем хушма пӑхрӗ. Теприсем конкурента сирес тесе те ҫапла хӑтланчӗҫ пулмалла. Апла-и, капла-и, чи-чи лайӑх материал авторӗсене палӑртрӗҫ-палӑртрӗҫех. Кашни районтан пӗрер ҫынна чысларӗҫ паян. Вӗсенчен чи-чисене, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене, ик автора уйӑрса илчӗҫ. Ку ята Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Светлана Храмова тата Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑшри сектор заведующийӗ Наталья Мазюкова тивӗҫрӗҫ. |
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене РФ шалти ӗҫсен министрӗ Владимир Колокольцев килӗ. Анчах визит хупӑ пулӗ. Раҫҫейри тӗп полицейский Шупашкара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитӗ. Полици генералӗ Владимир Колокольцев мӗн тӗллевпе килни паллӑ мар. Анчах министр Чӑваш Енре шалти ӗҫсен ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР ШӖМне Сергей Неяскин ертсе пыма тытӑннӑ. Сергей Дмитриевича РФ Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче кӑҫалхи ку пулӑма тӗлӗнтермӗшпех танлаштарма пулать-тӗр. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта нумаях пулмасть виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Ангелинӑпа Виктория Алексеевӑсене ЗАГСра ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ. Хӗрачасем Янӑш ялӗнче пурӑнакан ҫемьере кун ҫути курнӑ. Алексеевсен унччен икӗ ача пулнӑ. Халӗ тӳрех икӗ хӗр пӗрчи ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем маттур ашшӗ-амӑшне чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл суннӑ. Ачасене вара сывлӑх суннӑ — ан чирлеччӗр. Элӗк районӗнче кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — нарӑсӑн 20-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аркадий Лабинов — сулахайра Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Лабиновсене Сочире чысланӑ. Унта ҫемье пуҫӗ 85 ҫулти Аркадий Лабинов кайнӑ. Авруй ялӗнче пурӑнакан Лабиновсем ветеринари тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленипе палӑрнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ветеринарири ӗҫ династийӗ» конкурсра мала тухнӑ. Лабиновсен династийӗ ҫак тытӑмра пӗтӗмпе 1464 ҫул вӑй хурать. Династи пуҫлӑхӗ Виталий Павлович та пурнӑҫне ветеринарие халалланӑ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ. Ветеринарире 48 ҫул тӑрӑшать. Сӑмах май, Лабиновсен ултӑ ачи аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ веттухтӑр профессине суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Унта ют ҫӗршывра пурӑнакансем те хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра акцие хастар хутшӑннине палӑртмалла. Пӗтӗмпе вырӑс чӗлхипе 478 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диктанта 350 ҫын ҫырнӑ. ЧР Наци вулавӑшне 61 ҫын килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназие вара — 39-ӑн, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑвашри уйрӑмне 28-ӑн пынӑ. ЧПУра диктанта тӑваттӑмӗш ҫул ҫырнӑ ӗнтӗ. Кӑҫал унта диктант текстне РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова вуланӑ. Ку акцие Раҫҫейре 13 ирттереҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл анлӑ сарӑлнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Республикӑра
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Республикӑра
![]() Ҫуркунне аслати авӑтнине пӗрремӗш хут илтсен ҫерем ҫинче йӑваланма хушнӑ ваттисем. Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ — пӗлместӗп. Анчах кӑҫал пӗрремӗш аслати сасси илтӗнчӗ ӗнтӗ. Пӗрремӗш аслати тӳрех инкек кӳнӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Элӗкре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиҫӗм кирпӗч сарая ҫапнӑ. Ҫулӑм мачча ҫинчи утта кӗле ҫавӑрнӑ. Ҫулӑм тухнине хуҫисем курнӑ. Вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ. Пӗтӗмпе 6 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫурт тата кӳршӗсен енне каҫман. Ҫав кунах ҫулӑм Муркаш районӗнчи дача ҫуртне тата мунчана тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем юнашар икӗ пӳрте ҫулӑмран ҫӑлнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 239 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 20 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарсенче 33 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина тата Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамо Улатӑрта чи лайӑх почтальонсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать «Лучший начальник отделения почтовой связи 2016 года» (чӑв. Пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн 2016 ҫулхи чи лайӑх пуҫлӑхӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне, вӑл республика шайӗпе иртнӗ, тишкернӗ май. Чи лайӑххи пулса тӑрассишӗн 17 пуҫлӑх тупӑшнӑ. Тӳресем вӗсен теори пӗлӗвне кӑна мар, кулленхи ӗҫе епле йӗркеленине те хакланӑ. Юлашкинчен каланине коллектива ертсе пыни те кӗрет. Чӑваш Ен шайӗпе чи лайӑххи Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамова пулса тухнӑ. Ҫитес уйӑхра вӑл Перме тухса кайӗ, унта макрорегион шайӗнче республикӑна хӳтӗлӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти 429958 уйрӑм пуҫлӑхӗ Валентина Никифорова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче каллех Улатӑр почтальонӗ — унти 429824 уйрӑмри Оксана Доронькина. Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |