Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха.
«Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ.