Ҫуркуннен иккӗмӗш уйӑхӗ пырать. Анчах синоптиксем водительсене машина урапин шинине улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Ҫынсене те ӑшӑ япаласене шкапа чикме хушмаҫҫӗ.
Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене хӗл таврӑнать. Ку — вӑхӑтлӑха. Ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхине юр ҫума пуҫлать. Сывлӑш температури 2–7 градус ӑшӑ пулӗ.
Чӑваш гидрометцентрӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрлесерен 6 градус сивӗ пулӗ. Юнкун, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫил те вӑйланӗ: ҫеккунтра 10-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 1 градус сивӗрен пуҫласа 4 градус ӑшӑ пулӗ.