Элӗксем ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тунӑ. Район халӑхӗ, хӑнасем Акатуйра савӑннӑ.
Ӗҫпе спорт уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне тата Экологи ҫулне халалланӑ. Уява ЧР юстици министрӗ Наталия Тимофеева та килнӗ.
Акатуй «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этника картишӗнче иртнӗ. Хӑнасем «Хӑна картишӗсенче» пулса курнӑ. Вӗсене ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ.
Паллах, уява район пуҫлӑхӗ Владислав Волков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов уҫнӑ. Наталия Тимофеева министр вара халӑха ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ятӗнчен саламланӑ.
Акатуй юрӑ-ташӑсӑр епле ирттӗр ӗнтӗ? Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрланӑ, ташланӑ. Мӗн уяв вӗҫленичченех халӑх йышлӑ пулнӑ.