Ӗнер Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Ун пек чухне тӗрлӗ объект уҫасси йӑлана кӗнӗ темелле. Шупашкарта Мускав кӗперне парадпа уҫрӗҫ. Пӑрачкав районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫрӗҫ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара кайнӑ вырӑнта ҫӗкленнӗ ҫӗнӗ районта, Ҫӗнӗ хула текенскерте, ӗнер «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлчӗ. Вӑл ачасене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче туллин йышӑнма пуҫласса шантараҫҫӗ.
Сӑмах май, маларах Садовӑй микрорайонта уҫнӑ ача пахчине те уҫнӑ чухне «Йӑрӑ ача» тесе пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑччӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ микрорайонтине те чӑвашла ҫырса хунӑ. Ӑна уҫма хутшӑннисенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, ача пахчисене чӑвашла ҫыртарма республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ыйтать.