Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ирӗклӗх» хура тилле суйланӑ

Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Сутатӑп Рулонланӑ утӑ сутатӑп
Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 09.02.2017 00:01 | 740 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Ирӗклӗхӗн» логотипӗ
«Ирӗклӗхӗн» логотипӗ

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ хӑйӗн логотипне ҫирӗплетнӗ. Ун валли вӑл симӗс курӑк урлӑ сиксе каҫакан хура тилле суйланӑ.

«Ирӗклӗх» ушкӑн Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, тилле ахальтен уйӑрман. Логотип пирки кӗскен ӑнлантарнинче ҫакна палӑртнӑ: «Пӑтрануллӑ ӗмӗртен ӗмӗре чӑваш хур курса пурӑннӑ, вӑйлӑрах тӑшманран вӑрмансемпе ҫырмасенче пытанма та, унпа кӗрешме те лекнӗ чӑвашӑн. Ҫак тискер тӗнчере хӑйне кӑна шанакан тилӗ пек, ҫав шутрах чее те теветкел пулнипе чӑваш паянхи кун та пурӑнать-ха!»

Тилӗ пек ҫынна чӑваш юратмасть пулин те сывӑ та чӗрӗ юлас, ӑрӑва тӑсас тесен тилӗ пек чееленме ирӗксӗртен тивет пулӗ ҫав. Лайӑх-ши ку, начар-ши, анчах «ҫак тискер тӗнчере» этемӗн хайне кӑна шанма тивнине хирӗҫлеймӗпӗр.

#чӑвашлӑх, #пӗрлешӳсем, #чӑвашсем, #Ирӗклӗх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Аэропортра пассажирсем валли чӑвашла та калаҫҫӗ
2016, 12, 06
Чӑваш Ен Конституцийӗн кунне йышӑнтарасшӑн
2016, 12, 11
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнчи ытла та «хаклӑ» чӑваш сӑмахӗ
2016, 12, 12
Митта Ваҫлейне асӑнса чечек хунӑ
2016, 12, 18
Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?
2017, 01, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Радио (22.04.2018)

21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org