Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Яковлев 13.01.2017 13:17 | 10423 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем

 

«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл. Ҫук, вӑл ыйтусем халӗ те тӗпчев ӗҫӗн шанчӑклӑ та тӗплӗ чикки-хапин ӗлкине палӑртаҫҫӗ. Чӑнлӑх онтологийӗ тенӗ пулӑттӑм ӑна. Анчах унпа пӗрлех философи ӗҫне йӗркелекен тепӗр полюс тупӑнчӗ. Ку полюса хӑват парса тӑракан яланхи тата ҫӗнелсе тӑракан ыйту вӑл: «Камсем вара эпир паян?» Хамӑр пирки истори тӗлӗшӗнчен шухӑшлас тетпӗр пулсан, ман шутпа, «Камсем вара эпир паян?» текен анана сухаламалла» (Фуко Мишель. Интеллектуалы и власть (Избранные политические статьи, выступления и интервью). – М.: Праксис, 2002. С. 360.).

«Камсем вара эпир паян?» текен анана эпир, чӑвашсем, ҫиелтен те шӑйӑрттарман. Ака-сухана тухас текенсем те курӑнмаҫҫӗ. Иртнӗ кун ҫутине шыраса йӑпанать паян чӑвашлӑх енне сулӑннӑ, чӑвашлӑха парӑннӑ ӑс-пуҫ.

«Мӗн тумалла? Вырӑсланнипе, «ик хут глобализмпа»? – ыйтнӑ 1991 – 2014 ҫҫ. «Хыпар» редакторӗ пулнӑ Алексей Петрович Леонтьев Тамара Семеновна Гузенкова этнологран (Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхесен институтӗнче «Глобализм» лекцие сӳтсе явнӑ чух). – Хӑш-пӗр ялти шкулсенче ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑваш чӗлхине веренттересшӗн мар! Атнер Хузангай, Виталий Станьял, Николай Лукианов, эпӗ тата ыттисем (активист-патриотсем) Чӑваш наци конгресӗ йӗркелерӗмӗр (1992 ҫулта). Халӗ наци туйӑмӗ улшӑнчӗ. Эпир тӑрӑшни йӑлт харама кайрӗ!

– Глобализмпа усӑ курӑр, – тенӗ Раҫҫейри стратеги тӗпчевӗсен институчӗн директор ҫумӗ» (Цит. ҫакӑнтан: Тимӗр Акташ. Какой бренд может представить Чувашия? – Чӑваш халӑх сайчӗ. 19.10.2016).

«Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар» тени ҫӗр пин тӗрлӗ янрать паян чӑваш хушшинче. Глобализмпа усӑ куран та – тупсӑм-хурав чӗлхе вӗҫне килет хӑех: «А кама халь ҫӑмӑл? (А кому сейчас легко?)». Украинӑри вырӑса вырӑс пулма ҫӑмӑл-ши, курда курд пулма ҫӑмӑл-ши, палестинеца палестинец пулма ҫӑмӑл-ши, алавита алавит пулма ҫӑмӑл-ши?.. «Никам та никама та вӑл уйрӑм халӑх пулнӑшӑн юратмасть (Никто никого не любит за то, что он какой-то народ)», – тет Ҫывӑхри Тухӑҫ Институчӗн президенчӗ Е.Я. Сатановский («Школа злословия», НТВ, 2005).

«Пӗтӗм тӗнче вӑл – ял», – тет глобализм.

«Кӳршӗ-аршӑран вӑтанӑр-ха», – тетчӗ пире анне ача чухне эпир пит хыт шавласа-ашкӑнса кайсан (эпир пиллӗкӗн ӳснӗ).

Чӑваш, чӑваш шӑпи пирки калаҫнӑ чухне глобаллӑ яла, глобализма шута хумаллах. Ҫеҫпӗле курӑннӑ ӳкерчӗк пысӑк ял ӗмӗрӗнче ҫӗнӗ пӗлтерӗшсемпе выляса ҫуталса каять. «Ӗлӗкхи ӗмӗрсен ӗмӗлки-кӗлетки // Куҫӑма курӑнать аякран», – тет Ҫеҫпӗл «Катаран каҫ килсен, каҫхи кунӑн мӗлки…» йӗркепе пуҫланакан ятсӑр сӑвӑра. Сӑвӑҫӑмӑр-юмӑҫа пулас ӗмӗрсен ӗмӗлки-кӗлетки те аванах курӑннӑ:

 

ҪӖН КУН АКИ

Кӑвак ҫутӑран шӑратнӑ ака пуҫ

Туртийӗ хушшинче хӗвел ташлать.

Ҫӗн Кун — шевле сарриллӗ ылтӑн пуҫ —

Чӑваш уйне ака тума тухать.

Ҫӗн Кун аки пуҫӗн хӗп-хӗрлӗ тимӗрри

Касса-касса уй урлӑ кас тӑвать.

Кас-кас айне чӑвашӑн иртнӗ ӗмӗрри

Вилсе выртса пытарӑнса пырать.

Ҫӗн Кун пӑхать: ун ылтӑн аки пуҫ

Кӑпӑшласа хуратрӗ [хытнӑ] уйсене;

Сип-симӗс улӑх урлӑ тӗпсӗр сив ҫӑлкуҫ

Уйсем ҫине савса сапать шывне.

Ҫӗн кун пин-пин кӑварлӑ хурӑҫ аллипе

Сар-хӗрлӗ кунтӑкран уйсем ҫине

Кӑварлӑ ывӑҫпа пин, ҫӗр пин ҫӑлтӑр акрӗ.

Ирхи шевле ун хыҫҫӑн ылтӑн сӳрипе

Ҫӗр [-ҫӗр] пин ҫӑлтӑрлӑн ҫунан Чӑваш Ҫӗрне

Тӗр тӗрлесе, сӳрелесе пӑрахрӗ.

Ҫӗн Кун акни шӑтма вӑхӑт ҫитсен,

Ҫӗн Кун умне хура ҫӗр айӗнчен,

Хӗвел калчи пулса, хӗвеллӗн сарӑлса, хӑюллӑн

Чӑваш ҫыннин кун-ҫулӗ тухӗ.

Укаллӑ, ылтӑн-кӗмӗллӗ хӗлхемӗ унӑн

Кӗсле сасси пулса ҫӗр тӑрӑх шуххӑн юхӗ.

Хӑватлӑ, ҫӗн чӗреллӗ ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ,

Хул пуҫҫипе кӑвак пӗл[ӗ]те пер[ӗ]нсе,

Кун-ҫул уйне тухса хӗвел тумтир тумланӗ,

Ҫӗн Кун ӑна ыталё савӑнса, ачашшӑн;

Умне, ҫӗн ҫул ҫине, ҫӗн чечексем чӗртсе,

Интернационал кӗперӗ анӗ.

1921 ҫ. утӑн 7-мӗшӗ

Евпатори

 

Интернационал кӗперӗ паянхи культурӑра — интертекст пек те вуланать. «Интертекстсӑр пуҫне текст ҫук», — тет литературовед тата семиотик Ш. Гривель. Пирӗн Ҫеҫпӗл ҫакна 1920 ҫулсем пуҫламӑшӗнчех ӑнланнӑ: «Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшмасӑр пурӑнма май ҫук» (Ҫеҫпӗл сӑмахӗсене Н.Я. Золотов «Укӑлчакасси» кӑмӑлне» статйинче илсе парать. – Сунтал, 1927, 9 №).

Вӗреннӗ чӑвашсем, чӑваш культури глобаллӑ ялти куршӗ-аршӑсенчен кӑшт та пулин вӑтанас пулсан хӑйне урӑхларах тытнӑ пулӗччӗ. «Эпир тӑрӑшни йӑлт харама кайрӗ!» – тет А.П. Леонтьев. В.П. Станьял тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗмелли пирки калать: «Чӑваш йӑлипе, сана малтан пӗрре ҫапрӗ пулсан: хирӗҫ памалла — кайса ӳктӗр те, урӑх хирӗҫ тӑма ан хӑйтӑр» ( Чӑваш халӑх сайчӗ. 08.01.2017.)

19 ӗмӗр вӗҫӗнчех Юркка Иванӗ (И.Н. Юркин) чӑваш халӑхӗ мӗншӗн пӗтес ҫул ҫине ӳкнине ӑнланнӑ: «Чӑваша чӑваш пулма вырӑс та, нимле урӑх халӑх та чармасть. Чӑваша пӗтерекеннисем эпир хамӑр — чӑвашсем».

Шухӑшпа та, сӑмахпа та, ӗҫпе те пӗтеретпӗр эпир чӑваша. Пӗр-пӗрне ҫини — уйрӑм пысӑк тема. Тӗнче касса курнисем каланӑ тӑрӑх ку тӗлӗшпе пире ҫитекен ҫук. Анатолий Розов сӑрӑҫ (живописец) калатчӗ: «Владимир Алмантай, Юрий Ювенальев чӑваш халӑх ятне улӑштарасшӑн. Тӗрӗссипе пирӗн сувар ята мар — самоед ята йышӑнмалла. «Чӑваш ҫирӗ чӑваша, / Тӑрантарчӗ хырӑма. / Тӑван ҫирӗ тӑвана, / Халь выртать вӑл пашкаса», — тесе гимн вырӑнне юрламалла»…

«Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар!» — татса калать Анатолий Кипеч ( Чӑваш халӑх сайчӗ. 08.01.2017.). Пӗр-пӗрне ҫиес тӗлӗшпе эпир чӑнах та хӑюллӑ. (Анатолий Ильич «ват кашкӑра» — Г.Н. Волкова — пурнӑҫӗ вӗҫӗнче кӑшлани хӑех мӗне тӑрать!) Кипеч «халӑх писателӗ» ята епле илни чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫӗнӗ каларӑшпа пуянлатрӗ: «Вӑтанман — чӑваш халӑх писателӗ пулнӑ», «Вӑтанман — Кипеч пулнӑ»…

Чӑваш халӑх писателӗ халӑха: «Ан вӑтан!» — тени тӗнче контекстӗнче, глобализм фокусӗнче епле курӑнать-ши?.. Андрей Кончаловский режиссер хӑйӗн сайтӗнче «Ужаснись самому себе» ятлӑ блок уҫнӑ: «Я недаром выбрал это заглавие. У Маркса есть знаменитая фраза: «Чтобы вдохнуть в народ отвагу, нужно заставить его ужаснуться самому себе!». Вот и я уже который год призываю мой народ ужаснуться многим фактам и обстоятельствам русской жизни, чтобы обрести отвагу и желание желать! Желать самому меняться, и менять жизнь вокруг себя!» (27 февраля 2012 г.).

«Чӑвашра национализм пулсан пулӗ тепӗр пин ҫултан», — тенӗччӗ мана 1996 ҫулта Геннадий Семенович Семенов тренер (хӑвӑрт утассипе).

Кончаловскисем килесси те курӑнмасть. Урӑхла юрӑ вӑй илет Чӑвашра: «Халӑха вӗрентме никамӑн та — ӑсчахсен те, прокурорсен те, судьясен те... — ирӗк ҫук. Ученӑйсем те, ыттисем те сӗнме ҫеҫ пултараҫҫӗ. Ҫакна халӑх йышӑнать-и е ҫук-и — унӑн кӑмӑлӗ» (Исаев Юрий. «Никамӑн та халӑха вӗрентме ирӗк ҫук». — «Хыпар», 2014, чӳк, 15).

— Пӑх-ха мӗн ҫыраҫҫӗ, — терӗ «Строймастер» директорӗ Александр Алексеевич Краснов шӑналӑк пысӑкӑш интервью кӑтартса. — Халӑхӗ ухмаха тухать. Вӗсем пур: «Никамӑн та халӑха вӗрентме ирӗк ҫук».

— Вӗрентмелле мар — хӗнемелле! — терӗм эп. — Хыркассинчи «Салам» кафе умӗнче ялан ӳсӗр хӗрарӑмӗ-арҫынӗ выртнине ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Ӳсӗр мар халӑхӗ пӗр-пӗрне ҫиме шӑлӗсене хӑйраса тӑрать. Пӗр-пӗрне ҫиме пуҫтарӑннӑ халӑха халӑх теме пулать-ши?.. Ҫын юнне ӗҫенсен ушкӑнӗ е вампирсен канашӗ темелле ахӑртнех.

Халӑх кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайни мӗн патне ҫитернине ҫӗн йӗркелӳпе (перестройкӑпа) килнӗ саманара аванах куртӑмӑр. «Виктор Петров театрӗпе ӑмӑртаҫҫӗ», — тетчӗ Г.И. Федоров сцена ҫинчи килпетсӗрлӗхе, тӑрлавсӑрлӑха сивлесе. «Хам пек», «хам пӗлнӗ пек», «хам пахчара хам хуҫа»… тенисем пӗли-пӗлми тунӑ япаласем патне те ҫитереҫҫӗ иккен. «Килте йытӑ пӑтратман, ялта яшка пӗҫернӗ», «килте урай шӑлман, ялта яшка пӗҫернӗ»… тенешкел. Н.Ф. Угаслов 60 ҫул тултарнине чысласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уявра А.И. Кипеч юрлани асран каймасть (2012, нарӑс, 8). Чӑваш влаҫрисене, вӑйлисене мухтама пӗлменни тахҫанах паллӑ. Мӑйне лӗпӗш ҫакнӑ «Кибеч писатель» (Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекисене вӑл Кибеч тесе пичетлет, интервьюсенче хӑйне ҫыравҫӑ тесе мар — писатель тесе палӑртать.) Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче юрлани мана культура умӗнче вӑтанма пӗлменнин символӗ пек курӑннӑччӗ. Глобализм меслечӗпе усӑ курса юрӑ ӑсти мар Кипеч юрланине Александр Проханов, Эдуард Лимонов, Виктор Ерофеев, Юрий Поляков, Максим Кантор… ҫумне тӑратӑр-ха. Ӑспа, интеллектпа ҫиҫӗнеҫҫӗ вӗсен сӑнарӗсем. Халӑх кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каймаҫҫӗ вӗсем — ҫавӑнпа халӑх вӗсене хисеплет. Вӗсен шайне ҫитесшӗн кармашать, вӗсене ӑнланасшӑн тӑрӑшать. Халӑха юрасшӑн мар вӗсем — ҫавӑнпа халӑхшӑн вӗсем сумлӑ ҫынсем. Чӑваш эстрадине кӑна мар — пӗтӗм чӑваш культурине сутӑнас, юрас кӑмӑл витернӗ. Пурнӑҫ ҫук Чӑвашра. Пур — курнӑҫ. Тӗрӗссипе эпир пурсӑмӑр та шоуменсем. Шоу, курнӑҫ Кипечӗн «Хыпара» панӑ интервьюре те ҫурхи шыв пек тапса тӑрать: «Калеме типме парас мар тетӗп-ха. Каламалли, ҫырмалли тупӑнсах тӑрать. Халӑх умӗнчи парӑма татман-ха. Ҫак тӗллев пӗр самантлӑха та асран тухмасть. Мана яланах вулакан, юрлакан, куракан пурри хавхалантарса пынӑ. Хам вара халӑх ачи пуласчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Паян та ҫак шухӑшпах пурӑнатӑп» (2016, август, 5). Хрущев Сталин умӗнче гопак ташланӑ. Пӑр ҫинчи ӗне пек ташланӑ теҫҫӗ. Кӑҫал Н.Ф. Угаслов 65 ҫул тултарать. Мӑйне лӗпӗш ҫакнӑ Кипеч Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче ташша тухасса кӗтетпӗр. Шоу йӗрки ҫапла. Ачасене юрланӑшӑн, ташланӑшӑн, курнӑҫланнӑшӑн… вак укҫа паратчӗҫ. Пӗтӗм халӑхӗпе ҫавӑнталла пыратпӑр пулмалла…

Вӗреннӗ чӑвашӑн халӑх ачи пулмалла мар. Халӑхӗ уншӑн ача пулмалла. Унӑн тивӗҫӗ — Ҫеҫпӗлле вӗрентесси:

Тухӑр тӗттӗмрен

Ҫутӑ ҫул ҫине!

Татӑр ӑслӑлӑх

Ешӗл ҫулҫине.

Ҫутӑ хӗвелпе

Ҫуталса тӑрар,

Тӑван чӗлхепе

Пӗрлешсе юлар!

 

1918 ҫ. раштав

Теччӗ

 

Юрий Яковлев.

Сӑн ҫинче: Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #культура, #философи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем