Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Республикӑра: Шупашкарти Трактор музейӗ пирки пӗтӗм тӗнче пӗлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 28.09.2017 16:38 | 1615 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Lavproductions» компанин ӳкерӳ ушкӑнӗ килсе кайнӑ. Пултарулӑх ушкӑнне Андрей Леонтьев журналист ертсе пынӑ. Тӳрех палӑртар, асӑннӑ компани Discovery Сhannel телеканал валли «Раҫҫей ҫулӗсем» ятпа кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрлет.

Хальхинче ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ тата унта кивӗ тракторсене епле майпа ҫӗнӗ сӑн кӗртни пирки кӑсӑклӑ телекӑларӑм хатӗрленӗ, ҫак музейӑн директорӗнчен Альберт Сергеевран интервью илнӗ.

Чӑваш Енӗн Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, телепередача ӳкернӗ ҫӗре Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне каласа хӑвармалла, хайхи журналистсем шурӑ Шупашкар тата Трактор тӑвакансен савучӗ пирки темиҫе сюжет ӳкернӗ.

#телекӑларӑмсем, #музейсем, #телекурав, #журналистсем, #истори, #тракторсем, #ҫул-йӗр, #шкулсем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем